Чувашский государственный институт гуманитарных наук > Новости > ТӐВАН ЧӖЛХЕНЕ ВӖРЕНТЕКЕНСЕНЕ УКҪАН ХАВХАЛАНТАРӖҪ

ТӐВАН ЧӖЛХЕНЕ ВӖРЕНТЕКЕНСЕНЕ УКҪАН ХАВХАЛАНТАРӖҪ

ТӐВАН ЧӖЛХЕНЕ ВӖРЕНТЕКЕНСЕНЕ УКҪАН ХАВХАЛАНТАРӖҪ

Чӑваш Енри шкулсенче тӑван чӗлхене вӗрентекенсене малашне укҫан хавхалантарасшӑн.
Ҫак кунсенче Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынипе Правительствин ларӑвӗ иртнӗ. Унта ЧР вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев тӑван чӗлхепе шкул ачисем регионсенчи тата халӑхсем хушшинчи олимпиадӑсенче мала тухсан вӗсен вӗрентекенӗсене укҫа парса пулӑшасси пирки проект хатӗрленине пӗлтернӗ.

Чӑваш чӗлхипе литературине, тутар чӗлхине тата литературине, мӑкшӑ чӗлхипе литературине вӗрентекенсене Чӑваш Ен Элтеперӗн премийӗпе чыслама палӑртнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене хатӗрленӗ вӗрентекенсене 100-шер пин тенкӗ парӗҫ, ӑслӑх ӑмӑртӑвӗнче палӑракансене хатӗрленӗшӗн — 50 пин тенкӗ.

Йышӑну проектне республикӑн Правительствин ларӑвӗнче ырласа йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuvash.org/news/15644.html

Вернуться назад