Чувашский государственный институт гуманитарных наук > Мероприятия > «ЭПĔ ПĔЧĔКÇĔ ЧĂВАШ: АЧА ПАНЧИ»ВИДЕОСĂВĂСЕН ЧЫСЛАВĔ
«ЭПĔ ПĔЧĔКÇĔ ЧĂВАШ: АЧА ПАНЧИ»ВИДЕОСĂВĂСЕН ЧЫСЛАВĔ |
![]() Чыслав кăмăллă та савăнăçлă иртрĕ. Ачасем хăйсен пултарулăхĕпе халăха савăнтарчĕç: пĕрисем сăвă каларĕç, теприсем юрларĕç, виççĕмĕшĕсем ташларĕç. Уявра çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе тата паха парнесемпе чысларĕç. Ачасене конкурса хутшăнма телекамерăпа лайăх ÿкернĕшĕн Алина Смелова (Канаш районĕ, Сиккасси шкулĕ), Любовь Гордеева (Çĕнĕ Шупашкар хули, 47-мĕш ача пахчи), Александра Васильева (Çĕрпÿ районĕ, Опытнăй шкулĕ) Тав хучĕ илчĕç. Çĕрпÿ районĕн Михайловка шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Ирина Федорова, историпе тăван ен культури учителĕ Татьяна Александрова чăвашлăха аталантарас тĕлĕшпе тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн Чăваш наци конгресĕн Хисеп хутне илме тивĕçлĕ пулчĕç.Жюри пайташĕсем тĕп пĕтĕмлетÿре «Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш: ача панчи» видеосăвăсен конкурсĕ чăваш чĕлхине аталантарас, ачасен чĕлхе туйăмне çĕклес, вĕсен ăс-хакăлĕпе пултарулăхне ÿстерме пулăшас тата пуплевне якатас енчен пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç, малашне те пултарулăх ăмăртăвне тата пахаллăрах ирттерме йышăнчĕç. Вернуться назад |