Чувашский государственный институт гуманитарных наук > Мероприятия > 2011 çулхи кăрлач уйăхĕн 14-мĕшĕнче «Паянхи чĕлхе пĕлĕвĕн кăткăс ыйтăвĕсем» ăслăлăхпа ĕçлĕх конференцийĕ иртрĕ
2011 çулхи кăрлач уйăхĕн 14-мĕшĕнче «Паянхи чĕлхе пĕлĕвĕн кăткăс ыйтăвĕсем» ăслăлăхпа ĕçлĕх конференцийĕ иртрĕ |
|
Конференцине хутшăнакансем пуçтарăннисене В.П. Семенов пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе, Эйпеç тата ун таврашĕнчи ялсен кĕске историйĕпе паллаштарчĕç. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче ĕçлекен Э.К. Бахмисов, Н.И. Егоров тата А.В. Кузнецов хăйсем вăй хуракан институт ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕç, Кивĕ Эйпеç шкулне малашне те аталанса, çитĕнÿсем туса пыма сунчĕç, В.П. Семенов пек пултаруллă çамрăксене вĕрентсе кăларассине шаннине пĕлтерчĕç, вăтам шкул библиотекине Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ кăларнă кĕнекесем парнелерĕç. Вернуться назад |