Чувашский государственный институт гуманитарных наук > --- > Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Янăра, чăваш чĕлхи» конкурс иртрĕ.
Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Янăра, чăваш чĕлхи» конкурс иртрĕ. |
Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Янăра, чăваш чĕлхи» конкурс ЙĔРКИ 1. Пĕтĕмĕшле йĕркесем. 1.1. Конкурса Чăваш Республикин Аслă Канашĕ Президиумĕн 1992 çулхи ака уйăхĕн 9-мĕшĕнчи «Чăваш чĕлхи кунне пуçарасси çинчен» Йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн паллă тăвакан Чăваш чĕлхи кунне халалланă. Конкурса йĕркелекенсем: Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Кил-йыш вулав центрĕ, Шупашкар хулин Калинин районĕн администрацийĕ. 1.2. Конкурс тĕллевĕ. Хулара пурăнакансен хушшинче чăваш чĕлхипе культурине сарасси. Хула халăхĕ чăваш чĕлхипе, ÿнерĕпе, литературипе кăсăкланнине аталантарасси. Хула шкулĕсенче вĕренекенсен пултарулăхĕпе хастарлăхне хăпартасси. 2. Конкурса йĕркелеcе ирттерессин йĕрки. 2.1. Конкурс Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Кил-йыш вулав центрĕнче 2011 çулхи ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче 13.00 сехетре пуçланать. 2.2. Конкурсра Шупашкар хулин шкулĕсенчи 9-11 классен вĕренекенĕсем хутшăнма пултараççĕ. 2.3. Командăсенчи çынсен шучĕ: 1 хутшăнакан тата 9 пулăшакан. 2.4. Конкурса хутшăнакансен çакна пĕлмелле, хатĕрлемелле: - чăваш ячĕ тупса эмблема тумалла; - чăваш тумĕ кăтартмалла; - чăваш апат-çимĕçĕ хатĕрлесе ун çинчен каласа памалла; - И.Я. Яковлев пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă ыйтусем çине хуравламалла ; - чăваш чĕлхин хăйне евĕрлĕхне ăнкармалла тата чĕлхе пĕлĕвĕпе çыхăннă ыйтусем çине хуравлама пĕлмелле; - чăваш культурипе ÿнерне пĕлмелле. 2.5. Конкурса хутшăнас текенсен 2011 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕччен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Кил-йыш вулав центрне заявка памалла. Адресĕ: Октябрь 50 çуллăхĕн урамĕ, 3 çурт, тел.: 63-48-76. Заявкăра хутшăнакан пирки çакна палăртмалла: - Хушамат, ят, ашшĕ ячĕ - туллин, - çуралнă çул, - вĕренÿ вырăнĕ, - килти адрес, çыхăнмалли телефон. 3. Конкурса пĕтĕмлетни тата çĕнтерÿçĕсене чыслани. 3.1. Конкурса хутшăнакансен пултарулăхне тÿресен çак йышĕ хаклать: - Ирина Кириллова – филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультечĕн докторанчĕ. - Надежда Доброва – филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн чĕлхе пĕлĕвĕ пайĕн ăслăлăх аслă ĕçченĕ. - Сергей Иванов – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академии драма театрĕн артисчĕ. - Эдуард Лебедев – филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн чĕлхе пĕлĕвĕ пайĕн ăслăлăх аслă ĕçченĕ. - Александр Кузнецов – филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн чĕлхе пĕлĕвĕ пайĕн ăслăлăх аслă ĕçченĕ. 3.2. Çĕнтерÿçĕсене I, II тата III степенлĕ дипломсем парса чыслаççĕ. 3.3. Конкурс пирки пĕлтерни тата пĕтĕмлетÿсем çак сайтсенче пулаççĕ: - Маяковский ячĕллĕ библиотека сайтĕнче: http://www.mayak.cheb.ru. - Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн сайтĕнче: http://www.chgign.ru. Конкурсăн Йĕркелÿ комитечĕ: Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Кил-йыш вулав центрĕ. Адресĕ: Октябрь 50 çуллăхĕн урамĕ, 3 çурт. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ. Адресĕ: Мускав проспекчĕ, 29 çурт, 1 корпус e-mail: sespellib@mail.ru Координаторсем: Кузнецова Надежда Михайловна, тел. 63-48-76 Петров Леонид Порфирьевич, тел. 45-07-87 Тăван чĕлхене халалланă сăвăсене çакăнта тупса вулама пултаратăр: Чăваш чĕлхине халалланă сăвăсем Тăван чĕлхе Н. Сандров Тăван чĕлхе Тăван чĕлхем ыран пĕтес пулсассăн, Эп хатĕр паянах çĕре кĕме. Р. Гамзатов Вĕç-хĕррисĕр Раççей çĕрĕнче Миçе пин юханшыв юхать-ши? Шăнкăр-шăнкăр шывсем хушшинче Чи илемлĕ сасли хăшĕ-ши? Хăшĕ-ши? Кам пĕлет-ши çакна? Кашни халăхăн хăйĕн чĕлхи. Вăл илет те пĕрре тыткăна, Çак вара – чи ырри, лайăххи. Малтанхи «аннерен», «аттерен» Тин çеç илтнĕ «нейтрино» таран Пĕтĕмпех эс тирпейлĕн илен, Хăв сăмах хутаçне пуçтаран. Çав хутаç ылтăнран та паха, Мухтанатпăр эпир унпалан. Тав тăватпăр тăван халăха Çав хутаç кăтартмалăх пуртан. Эй, чĕлхемçĕм, сана юратса Çак сăвва эп çыратăп чунтан Ирхи сывлăм пек эсĕ таса, Эс хрусталь чечек пек янăран. ...Кĕмĕл саслă çинçе хĕлĕхе Чĕтрентерчĕ-им лĕп çил килсе? Çук, ку çепĕççĕн пирĕн чĕлхе Янăрать эфирта чÿхенсе. Çиçĕм çиçрĕ йăлт-ялт, аслати Шартлаттарчĕ таçта çывăхрах. Чипер чух аслати пулать-и – Шартлаттарчĕ ку пирĕн сăмах! Эй, чĕлхем, анне панă чĕлхем, Янăра эсĕ çут тĕнчере. Ыттине çĕр чĕлхе эп пĕлем, Эсĕ манăн – пĕрре çеç, пĕрре! 1969—79 Сандров, Н. Тăван чĕлхе // Сандров Н. Сăвăсемпе поэмăсем / Н. Сандров. – Шупашкар, 1981. – С. 17-18. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ / Итоги конкурса: 26 апреля 2011 г. в Центре семейного чтения им. М. Сеспеля прошел городской конкурс «Янăра, чăваш чĕлхи» (Звени, язык чувашский!), посвященный Дню чувашского языка. В городском конкурсе, организованном Чувашским государственным институтом гуманитарных наук, Центром семейного чтения им. М. Сеспеля и администрацией Калининского района г. Чебоксары приняли участие представители разных школ столицы. Команды, состоящие из 1 участника и 9 болельщиков, мерились силами в таких конкурсах: 1) подбор чувашского имени и подготовка эмблемы. Участники конкурса подготовили эмблемы с использованием понравившегося им чувашского дохристианского имени и древнего чувашского орнамента. На эмблеме конкурсантки постарались органично разместить и номер своей школы. 2) представление участников. Команды школ для представления своих участников выбрали разные виды: одни конкурсантки представлялись сами, при этом и пели, и танцевали; других конкурсанток представляли ученики из группы поддержки, при этом также использовались и песни, и танцы; третьи команды использовали для представления своих участников стихотворения собственного сочинения. 3) представление чувашского костюма; Команды представили на суд жюри чувашские девичьи костюмы. Одни конкурсантки были одеты в тухью, кĕпе, саппун и поясной убор пиçиххи и рассказали о них; вторые - в кĕпе и тухью, рассказали о деталях одежды и значении вышитых узоров. 4) презентация чувашского национального блюда. На суд жюри участники конкурса представили разнообразные блюда из чувашской кухни. Некоторые конкурсантки презентовали по несколько блюд. Душистый çăкăр, ароматные кукăль и хуплу с разной начинкой, симĕс суханпа шурă кăмпа, вкусный кăвас были высоко оценены судьями. 5) конкурс вопросов о жизни и деятельности И.Я. Яковлева. Данный конкурс в виде брейн-ринга оказался определяющим. Здесь важную роль сыграли не только глубокие знания, но и быстрота реакции, сообразительность, умение логически мыслить. Если в других конкурсах участницы были практически равны, то тут выделился явный лидер, ответивший на большинство вопросов. 6) творческий конкурс (чтение стихов, исполнение песен, танцев). Участницы в основном решили спеть чувашские песни (от народных до современных эстрадных), но одна из конкурсанток продекламировала стихотворения собственного сочинения. 7) конкурс на сообразительность и творческую фантазию (продолжение сказок И.Я. Яковлева, начало которых предложено организаторами); 8) конкурс вопросов из области чувашского языкознания и литературоведения. Для болельщиков также был организован отдельный конкурс: они должны были отвечать на вопросы об известных деятелях науки и образования, культуры и искусства, уроженцах Чувашской земли. Талант и знание конкурсанток оценивало жюри в составе: - Сергей Иванов – Заслуженный артист Чувашской Республики, актер Чувашского государственного академического драматического театра им. К.В. Иванова (председатель); - Надежда Доброва – кандидат филологических наук, старший научный сотрудник отдела языкознания Чувашского государственного института гуманитарных наук; - Эдуард Лебедев – кандидат филологических наук, старший научный сотрудник отдела языкознания Чувашского государственного института гуманитарных наук; - Александр Кузнецов – кандидат филологических наук, старший научный сотрудник отдела языкознания Чувашского государственного института гуманитарных наук. Ученики городских школ показали высокий уровень знания чувашского языка. Собравшиеся гости и члены жюри были удивлены тем фактом, что ученики хорошо разбираются в чувашском языкознании, литературоведении, культурологии и искусствоведении, артистичны, одарены. Одна из участниц даже сочиняет стихотворения на чувашском языке и представила рукописный сборник собственных стихов. До самого конца не было ясно, кто будет победителем. Но талантливей, сообразительней других оказалась ученица 9 «в» класса школы № 61 Чернова Аня, выбравшая себе имя Селиме. Она стала обладательницей Диплома I степени, опередив других участников на 20 и более баллов. Конкурсантки, занявшие 2, 3 и 4 места, были практически равны. В итоге, ученица 9 «а» класса школы № 33 Прокопьева Настя (Илемпи) была удостоена Диплома II степени, ученица 9 «в» класса школы № 47 Прокопьева Александра (Хĕвелпи) была удостоена Диплома III степени. Вернуться назад |