Чувашский государственный институт гуманитарных наук > Новости > Раштавăн 31-мĕшĕнче Иван Андреевич Андреев профессор пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ

Раштавăн 31-мĕшĕнче Иван Андреевич Андреев профессор пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ

2011 çул вĕçленес умĕн, раштавăн 31-мĕшĕнче чăваш чĕлхи тĕпчевçи Иван Андреевич Раштавăн 31-мĕшĕнче Иван Андреевич Андреев профессор пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕАндреев вилсе кайнă. Иван Андреевич чăваш чĕлхин синтаксисне, морфологине, сăмах пулăвне, орфографипе пунктуацине тĕпчесе нумай ĕç çырса пичетленĕ, орфографи правилисене хатĕрлес ĕçе хутшăннă. 2012 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче тăванĕсем, ĕçтешĕсем унпа сывпуллашрĕç.
Андреев Иван Андреевич 1928 çулхи çăвăн 15-мĕшĕнче Элĕк районне кĕрекен Хутяк ялĕнче çуралса ӳснĕ. 1950 çулта Чăваш патшалăх педагогика институчĕн чăваш чĕлхипе литературин уйрăмне вĕренсе пĕтернĕ, 1954 çулта — вырăс чĕлхипе литературин уйрăмне. 1955 çулта аспирантурăра пĕлĕвне ӳстернĕ.
Ăслăлăхпа тĕпчев институтĕнче чĕлхе пайĕн пуçлăхĕ пулнă, Чăваш патшалăх университетĕнче 30 çул студентсене вĕрентнĕ, декан пулса ĕçленĕ. Юлашки вăхăтра Республикăри вĕрентӳ институтĕнче вăй хунă.
Иван Андреевич — ЧАССРĕн тава тивĕçлĕ ăслăлăх ĕçченĕ (1990), Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ăслăлăх ĕçченĕ (2001), филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор (1972).
Хыпара http://chuvash.org сайтран илнĕ:Иван Андреевичпа сывпуллашрĕç

И.А. Андреев пирки çырнă асăну сăмахĕсем:
Светлой памяти Андреева Ивана Андреевича

Вернуться назад