Чувашский государственный институт гуманитарных наук > Новости > Пуш уйăхĕн 8-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ

Пуш уйăхĕн 8-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ

Пуш уйăхĕн 8-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕПуш уйăхĕн 8-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕПуш уйăхĕн 8-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ

АВАН-И!!!
Эпир куллен кăмăлтан юрататакан, чĕререн хисеплекен, чунтан хаклакан, ырă та ĕçчен тата тарават – пирĕн пикесем!!!
Çурхи уявпа куллен хитреленсех пыракан пирĕн пултаруллă майрасем!!!


Сисетпĕр, туятпăр, ăнланатпăр - çăмăлах мар институтри сирĕн ĕçĕр-хĕлĕр. Патшалăх хушнă ĕçсене яланах ăшă кăмăлпа пурнăçласа пыма тăрăшатăр эсир. Эппин, пире те, пĕлĕш-тантăшăрсене те, тăванăрсене те самай савăнтаратăр. Сирĕн уçă чĕрĕр кирек кама та йывăрлăхра пулăшма хатĕррине те пĕлетпĕр эпир.
Эсир – кил ăшши, çемье тыткăчи. Пире çапла савăнтарса пурăнма малашне те чăтăмлăх, çирĕплĕх сунатпăр СИРЕ. Йывăр самантсенче эсир пире кирлине тÿрех аса илетпĕр. Эсир институт ĕçне пĕлсе туса пыни тата куллен пире пулăшса пыма ăнтăлни – пирĕншĕн çав тери пысăк телей. Сире, хаклă çыннăмăрсем, тав тума çĕр çинчи сăмахсем те çитес çук пулĕ. Кашни çут кунпа киленсе пурăнăр, усал-тĕселсем сирĕнтен миллион çухрăмшар инçетре тăччăр, таçтан ăнсăртран сиксе тухас пулсан та аякран пăрăнса иртччĕр. Çĕр те пĕр çулччен пурăнăр. Сирĕн ырă та уçă чун-чĕрĕрсене яланах çывăх çынсен юратăвĕ ăшăтса тăтăр.
Вăрăм ĕмĕр пурăнма, ĕмĕт-тĕллевсем çитсех пыма юман пек çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал сунатпăр СИРЕ.
Малашне те хĕл кунĕ пек çирĕп, çу кунĕ пек ăшă, кĕр кунĕ пек пуян, çур кунĕ пек ялан хитре пулăр!!!
Арсем



Мартăн саккăрмĕшĕ: мĕн парнелемелле?

Мартăн 8-мĕшĕ умĕн арçынсем аптрасах çитеççĕ – юратнă çынсене мĕн парнелемелле? Вĕсем хĕрарăмсем пек кунĕпе лавккасем тăрăх çӳреме хăнăхман-çке. Çак тĕллевпе эпир паян арçынсене пулăшма шутларăмăр.
Арăм е савни валли парне туяниччен малтан аса илĕр: вăл мĕн пуринчен ытла юратать, мĕн çинчен ĕмĕтленет, мĕн килĕштерет? Калăпăр, юратнă çыннăр тахçанах канма каясси пирки калаçать. Эппин, ăна унта кайма лайăх сумка е шыва кĕмелли тум, е хĕвелтен сыхлакан куçлăх кирлĕ. Енчен те вăл питĕ пĕçерме юратать-тĕк, тутлă апат-çимĕç рецепчĕсен кĕнеки парнелени шăпах вырăнлă пулать. Савнийĕр е арăмăр бизнесмен пулсан, ăна хитре сăран портфель, чернилпа çыракан лайăх ручка парнелеме тăрăшăр. Çапах та нимĕн те туянма ĕлкĕреймерĕр-тĕк, укçа парсан та юрать, купюрăсене чечек, çемçе тетте ăшне хума е хăйсенчен чечек ăсталаса хума тăрăшăр.
Анне ачисен сăнӳкерчĕкне çыпăçтарнă чей курки парнелесен пуринчен ытла савăнать. Кашни кун ку куркаран чей ĕçесси уншăн темрен те хаклă-çке. Çавăн пекех ăна санаторие кайма путевка парнелесен те аван пулать. Ку вара икĕ мулкача харăсах тытнипе танлашать: пĕр енчен, эсир ăна питĕ хытă савăнтаратăр, тепĕр енчен, сывлăхне çирĕплетме пулăшатăр.
Хуняма пирки те манмалла мар, ăна чей сервизĕ, тĕпелте кирлĕ пĕр-пĕр хатĕр парнелĕр. Юратнă журнал çырăнса парсан та аван.
Ĕçтешсене парнепе савăнтарас тетĕр-тĕк, сĕтел çине лартма пысăках мар статуэтка туянăр.

Хыпара çак сайтран илнĕ:
Мартăн саккăрмĕшĕ: мĕн парнелемелле?

Вернуться назад