Чувашский государственный институт гуманитарных наук > Мероприятия > «Аслă классенче чăваш чĕлхине вĕрентесси» семинар пулчĕ
«Аслă классенче чăваш чĕлхине вĕрентесси» семинар пулчĕ |
Юлашки вăхăтра шкулта чăваш чĕлхи вĕрентекенсем ачасемпе ĕçлеме йывăрланса çитнĕ пирки тăтăшах калаçаççĕ. Аслă классенче вĕренекенсем чăваш чĕлхи предметне кирлĕ мар, вĕренме чăрмантаракан ытлашши предмет пек хаклама тăрăшни пирки час-часах илтме пулать. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене çăмăл мар ĕçĕнче пулăшас тĕллевпе Институтăн чĕлхе пĕлĕвĕ пайĕ «Хавал» чăваш халăх пĕрлешĕвĕпе тата тăван мар чĕлхесене вĕренмелли «Ăнăçу чĕлхи» шкулпа пĕрле «Аслă классенче чăваш чĕлхине вĕрентесси» темăпа семинар ирттерчĕ.
Семинар ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Институтăн Ăслăлăх канашĕ залĕнче 11 сехетрен пуçласа 14 сехетчен ĕçлерĕ. Вернуться назад |