Чувашский государственный институт гуманитарных наук > Новости > Юрий Сементер малашне картишĕнчи палан çине пăхса киленĕ

Юрий Сементер малашне картишĕнчи палан çине пăхса киленĕ

Юрий Сементер малашне картишĕнчи палан çине пăхса киленĕ2013 çулхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер пурăнакан çурт умĕнче палан ÿсме пуçларĕ. Тахçанах чăваш халăх юрри пулса тăнă «Уçланкăри палан» юррăн сăввине çыракан поэтăмăр малашне çуркуннесерен шур çеçкисемпе савăнтаракан, кĕркуннесерен хĕрлĕ çырлисемпе илĕртекен йывăç çине чÿречерен пăхса киленĕ.
Йывăç лартма паллă поэтăмăрпа унăн Раиса Максимовна мăшăрĕсĕр пуçне Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Юрий Исаев, директор çумĕ Николай Бакин, ăслăлăх çыруçи Леонид Петров, чĕлхе пĕлĕвĕ пайĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов тата чăваш халăх, Раççей тава тивĕçлĕ ÿнерçи Праски Витти хутшăнчĕç.
Чăваш кун-çулĕнче, сăмахлăхĕнче, тĕнĕ-ĕненĕвĕнче пысăк вырăн йышăнакан çак йывăç Шупашкар хулин пĕр картишне нумай-нумай вăхăт илем кÿрсе ÿсессе шанатпăр.

Юрий Сементер малашне картишĕнчи палан çине пăхса киленĕЮрий Сементер малашне картишĕнчи палан çине пăхса киленĕЮрий Сементер малашне картишĕнчи палан çине пăхса киленĕ
Юрий Сементер малашне картишĕнчи палан çине пăхса киленĕ
Юрий Сементер малашне картишĕнчи палан çине пăхса киленĕ
Юрий Сементер малашне картишĕнчи палан çине пăхса киленĕ

Вернуться назад