Чувашский государственный институт гуманитарных наук > Новости > Вăрçă паттăрĕсене пуç тайни е кашни çемье суранĕ панă сас

Вăрçă паттăрĕсене пуç тайни е кашни çемье суранĕ панă сас

Вăрçă паттăрĕсене пуç тайни е кашни çемье суранĕ панă сас
ВĂРÇĂ ПАТТĂРĔСЕНЕ ПУÇ ТАЙНИ Е КАШНИ ÇЕМЬЕ СУРАНĔ ПАНĂ САС

Салтак, салтак,
Тен, тăвăл çĕкленсен,
Хăмăр куçу юлашки хут хĕмленĕ?
Мĕнех вара?
Çапăçура ÿксен.
Мĕн пурăнни халăхăма пилленĕ.

(Ю.Сементер)

Ĕнер тенĕ пек кăна, эпир, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче ĕçлекенсем, иртнĕ çулхи çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă ĕçтешĕмĕрсене Аслă Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе саламланăччĕ. Пирĕн институтра икĕ ветеранччĕ: Василий Димитриевич Димитриев профессор тата Вера Андреевна Прохорова (1926-мĕш çулта çуралнă) редактор. Халĕ ĕнтĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 68 çул çитнĕ ятпа чĕререн саламлаламалли паттăр салтаксем те юлмарĕç. Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче эпир В.Д.Димитриевпа ĕмĕрлĕхех сывпуллашрăмăр. Чăваш халăхĕн авалхи кун-çулне çур ĕмĕр ытла ырми-канми тĕпчесе тĕнчипех палăрнă историк, ертÿçĕ, вĕрентÿçĕ, Тăван çĕр-шыва тăшманран сыхласа хăварнă çĕнтерÿçĕ-салтак пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Институтра - шăп! Хисеплĕ Вера Андреевна та хăйне аванах мар туять терĕç. „Эпир, çĕнтерÿçĕсен тăхăмĕсем, тĕнчери тăнăçлăха, çĕр-шывăмăрăн никама пăхăнманлăхне сыхласа хăварнă, килес ăрусемшĕн ирĕклĕ пурнăç çĕнсе илнĕ çынсен паттăрлăхне нихăçан та манас çук, вĕсен фронтри тата тылри паттăрла ĕçĕсене яланах сăваплăн сума сăвăпăр!“ – тенĕччĕ М.В.Игнатьев хăйĕн иртнĕ çулхи саламĕнче.
Кăçал акăтăван халăхăмăр 68-мĕш хут Аслă Çĕнтерĕве кĕтсе илет. Çавăн чухлĕ вăхăт иртнĕ пулин те пирĕн чĕресене юнлă вăрçă чанĕ сÿлеттерет, ял-йышпа, çывăх тăвансемпе çыхăннă аса илÿсен авăрне татах кĕртсе ÿкерет. Ку суран – ĕмĕрлĕхе! Кашни пурнан çын асăнчех вăл. Хамăн кукаç, хыпарсăр çухалнă Михайлов Ананий Михайлович пирки те темиçе сăмах каласа хăварас килет. Эпĕ аслисенчен илтнĕ тата ас туса юлнăтăрăх, вăрçа ăна çапларах ăсатнă. Апай кашни Çĕнтерÿ кунĕнчех кун пирки çапларах калатчĕ: „Тискер вăрçă пуçлансанах, пĕр ирхине хĕвел тухнă чух аттене анкартине виççĕн ăсатма тухрăмăр. Пирĕн Вăрнара каймалли çул Салука витĕр иртетчĕ. Вăл унталла кайма тухнăччĕ. Апай (Михайлова София Петровна, 1906 çулта çуралнă – Л.А.) темиçе хут та: „Каялла çаврăнса ан пăх!“ - тесе каларĕ. Анчах та атте итлемерĕ, анкарти алăкне уçиччен маларах çаврăнса çавах тепĕр хут пăхса илчĕ те аллипе сулса пирĕнпе сывпуллашрĕ. Аттене эпир Марйа йăмăкпа, вăл ун чухне пиллĕкре, эпĕ 11 çулта - юлашки хут курса юлтăмăр“. Кукамай каласа кăтартнисенчен паянхи кун çакă аса килет тата. Иккен, кукаç вăрçа кĕрет те, таçта Мускав патĕнче вăйлах аманать. Каярах ăна сывалса çитме Хусанти госпитале илсе килеççĕ. Унта çур çула яхăн пулнă хыççăн вăл тепĕр хут çамрăк салтаксемпе вăрçа каять. Пирĕн ял тĕлĕпех Хусан-Мускав чукун çул иртсе каять. Çавăнта иртсе кайнă чухне кукаç эшелонтан ял тĕлĕнче çыру пăрахса хăварать. Вăл унта вĕрентнĕ салтаксемпе тепĕр хут анăçалла фашизма тĕп тума кайнине пĕлтерет. Ялта пулма май килменнишĕн каçару ыйтать. Вара çавăн хыççăн унран тек нимĕнле хыпар та килмест. „Астăвăм“ кĕнекере (Шупашкар, 1995, 1 том, 286 с.) ун пирки çапла çырнă: Михайлов Ананий Михайлович, 1904 г.р., призван Вурнарским РВК. Рядовой. Пропал без вести 11.06.1943. Кукамай вара, тем пек чунĕ кÿтсе çитнĕ вăхăтра пулнă-ши, те урăхларах сăлтавсене пула, çапларах калатчĕ: „Çавăнта, малтанхи хутĕнче ма хăть ури татăлман-ши, тен, ун чухне вăхăтлăха та пулин килетчĕ“, – тетчĕ. Пирĕн çывăх тăванăмăр, Элекçи мучу бомбăсен айне лексе хăрах урасăр килнĕччĕ. Унăн ывăлĕ Ваççук мучу, Алексеев Василий Алексеевич, вара аманса, тăшмана çĕнтерсе, хăрах ÿпкепе тăван ене килсе, 82 çула çитиччен пурăнчĕ.
Пирĕн кукамайсен çурчĕ пысăкрах пулнăран-тăр, вĕсем патĕнче тата Прибалтикăран (Эстонирен?) эвакуаципе килнисем ик çула яхăн пурăннă.
Ылханлă вăрçă пирки темĕн чухлĕ те аса илме, вĕсене çырса кăтартма пулать. Пирĕн ялтан пĕтĕмпе 346 çын вăрçа кайнă, 177-шĕ таврăнайман. Çавсене аса илсе тата аякри çĕрсенче пуçĕсене хунисене шута илсе Шупашкара Варшавăран икĕ хутчен конференцине килнĕ Анна Паржыемис профессора, Польшăна каяс умĕн пĕр япала пирки ыйтнăччĕ. Акă вăл хуравланинчен сăмах мĕн çинчен пыма пултарнине тÿрех пĕлме пулать. Унăн иртнĕ çулхи электронлă хурав çырăвĕ çапларах пулнăччĕ:
Anna Parzymies
Получатель: Czuwaszja Instytut
Дорогой Леонид,
Поздравляю Вас, Вашу семью и всех коллег с праздником Великой Победы! Я зажгла сегодня, согласно традиции, три свечи: для Вашего отца, для Вашегородственника и для всех погибших солдат в Польше. В церкви была одна и долго разговаривала со священником, рассказывая ему о Чувашии. Мне казалось, что он не знал, что чуваши православные.
В Варшаве уже жаркое лето. Температура выше 25. А у меня как обыкновенно - много роботы. Веду кочевой образ жизни. Судьба моя такая. А говорят, что булгары не были кочевниками. Жду издания моей статьи, которая может Вас заинтересовать. Пришлю ее и буду ожидать серьезной критики. Надеюсь тоже, что у вас все нормально и спокойно.
Желаю всего хорошего. Ваша Анна.

Тем пек йывăр вăхăтра та çĕнтерĕве хамăр халăх хăйĕн аллинчен яман, ун пирки ĕмĕтленнĕ, миршĕн çапăçакан салтака ялан шанса ăна пур енлĕн пулăшма тăрăшнă. Халăхăмăр Аслă Çĕнтерĕве, пысăк çухатусемпе пулин те, кĕтсе илнĕ-илнех.
Тискер тăшмана вĕри юнпа пĕвентерсе çĕр-шыва çăлăнăç парнеленĕ ветерансем сахаллансах пыраççĕ халĕ. Çак кунсенче паттăр салтаксен палăкĕсем умне сăваплă куççуль тумламĕсемпе тулнă чĕрĕ чечексем хураççĕ, пире телейлĕ пурнăç парнеленисене чĕркуçленсе аса илеççĕ. Эпир те, ыттисем пекех, Чăваш халăхне те таçтан çÿлтенех ярса панă ăраскалпа пĕрле парнеленĕ Тивлет тата ултă теçетке çул ытла каялла хĕмленсе килнĕ Аслă Çĕнтерÿ малашнехи ĕçсенче вăй-хăват парасса шанатпăр.

Сан умăнта асаплă вăрçă çулĕ
Вут-çулăм витĕр курăнса выртать.
... Тăп-тăрă сывлăм пек куççулĕ
Хурçă çынран пăчăртанса тухать.

(Ю.Сементер)

Л.Атлай. 08.05.2013

Вăрçă паттăрĕсене пуç тайни е кашни çемье суранĕ панă сасВăрçă паттăрĕсене пуç тайни е кашни çемье суранĕ панă сасВăрçă паттăрĕсене пуç тайни е кашни çемье суранĕ панă сас
Вăрçă паттăрĕсене пуç тайни е кашни çемье суранĕ панă сас
Вăрçă паттăрĕсене пуç тайни е кашни çемье суранĕ панă сас
Вăрçă паттăрĕсене пуç тайни е кашни çемье суранĕ панă сас
Вăрçă паттăрĕсене пуç тайни е кашни çемье суранĕ панă сас
Вăрçă паттăрĕсене пуç тайни е кашни çемье суранĕ панă сас
Вăрçă паттăрĕсене пуç тайни е кашни çемье суранĕ панă сас

Вернуться назад