Чувашский государственный институт гуманитарных наук > Новости > Çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие хутшăнса «5» паллă илнисене саламларĕç
Çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие хутшăнса «5» паллă илнисене саламларĕç |
ÇУ УЙĂХĔН 22-МĔШĔНЧЕ ЧĂВАШ ПАТШАЛĂХ ГУМАНИТАРИ ĂСЛĂЛĂХĔСЕН ИНСТИТУТĔНЧЕ «ПĔТĔМ ЧĂВАШ ДИКТАНЧĔ» АКЦИЕ ХУТШĂНСА «5» ПАЛЛĂ ИЛНИСЕНЕ САЛАМЛАРĔÇ Çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн Ăслăлăх канашĕн залĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие хутшăнса «5» паллă илнисене саламларĕç. Çĕнтерÿçĕсене чыслама чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер, Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин шкула çулĕчченхи тата пĕтĕмĕшле вĕренÿ пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Николаева Татьяна Валериевна, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш филологи факультечĕн деканĕ Евдокия Александровна Андреева, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн М.Р. Федотов академик ячĕллĕ чăваш чĕлхе пĕлĕвĕ тата тухăç пĕлÿлĕхĕ кафедрин доценчĕ Анна Семеновна Егорова, «Хыпар» хаçатăн тĕп редактор çумĕ Максимов Геннадий Аркадьевич, республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче вăй хуракансем килсе çитрĕç. Савăнăçлă лару-тăрăва Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ директорĕн ăслăлăх тата аталану енĕпе ĕçлекен çумĕ Геннадий Алексеевич Николаев ертсе пычĕ. Чыслава Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăх çыруçипе Леонид Порфирьевич Петровпа чĕлхе пĕлĕвĕ пайĕн пуçлăхĕ Александр Валерьянович Кузнецов йĕркелесе пычĕç. Çĕнтерÿçĕсене Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕпе «Хыпар» хаçат ĕçченĕсем кăларнă кĕнекесемпе чысларĕç. «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» çинчен кĕскен: И.Я. Яковлев çуралнăранпа 165, Н.В. Никольский çуралнăранпа 135 çул çитнине халалласа И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, Чăваш Республикин Вĕренÿ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар» хаçат тата Чăваш наци радиовĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци ирттернĕ. Вăл 2013 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче чăваш пурăнакан пĕтĕм тĕнчери хулапа ялта иртнĕ. Акцие чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстерес тĕллевпе ирттернĕ. Диктант текстне чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер хатĕрленĕ. Акцие икĕ тĕрлĕ хутшăнма май пулнă. 1-мĕш вариант. Хăйсем пурăнакан вырăнтах çырма кăмăл тăвакансем диктант текстне 13.00 сехетре Чăваш наци радиовĕн тÿрĕ эфирĕнче 105 Fm тата 72,41 УКВ хумĕсем çинче итлеме пултарнă. Диктант бланкне http://gov.cap.ru/UserFiles/orgs/GrvId_13/...04_23_blank.doc сайтра вырнаçтарнă. Копьютерпа Word форматпа çырнă (наборланă) е алпа çырнă текста сканерпа кăларса диктанта вуласа пĕтернĕ хыççăн 10-15 минут хушшинче çак адреспа ярса памалла пулнă: chuv-total-dict@mail.ru е nradio@mail.ru 2-мĕш вариант. Диктант И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш филологи факультетĕнче (Президент бульварĕ, 19а çурт, 201-мĕш аудитори) 13.00 сехетре пуçланнă. Диктант çырма кăмăл тунисем chuv-total-dict@mail.ru адреспа заявка ярса панă. Вернуться назад |