Чувашский государственный институт гуманитарных наук > Новости > Чĕлхе пĕлĕвĕ пайĕн анлă ларăвĕ иртрĕ

Чĕлхе пĕлĕвĕ пайĕн анлă ларăвĕ иртрĕ

2013 çулхи раштавăн 18-мешĕнче чĕлхе пĕлĕвĕ пайĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Кун йĕркинче çакăн пек ыйтусем пулчĕç:
1. Г.И. Федоров хатĕрленĕ "Чăваш фразеологизмĕсен ăнлантару словарĕн" ал çырăвне (калăпăшĕ 40 а.л.) сÿтсе явни.
2. М.И. Скворцов хатĕрленĕ икĕ томлă "Вырăсла-чăвашла словаре" Чăваш Республикин патшалăх премине илме тăратасси пирки.
3. 2014 çулхи ăслăлăх ĕçĕсен планĕсене сÿтсе явни.
4. 2014 çулхи ăслăлăх ĕçĕсене пичетлемелли план пирки.
5. 2014 çулта ирттермелли ларусемпе çавра сĕтелсен планĕ пирки.
6. Тĕрлĕрен.
Ларăва чĕлхе пĕлĕвĕ пайĕнче ĕçлекен Н.И.Егоров ăслалăх тĕп ĕçтешĕ, В.И.Сергеев ăслалăх ертсе пыракан ĕçтешĕ, П.Я.Яковлев, Э.Е.Лебедев, А.Л.Филиппов ăслăлăх аслă ĕçтешĕсем, С.В.Ермолаева лаборант, А.В.Кузнецов пай пуçлăхĕ тата ятарласа чĕннĕ А.П.Хусанкай ăсчах тата обществăпа политика деятелĕ, Г.И.Федоров ЧПУ профессорĕ хутшăнчĕç.
Ларăва хутшăнакансем Г.И. Федоров хатĕрленĕ "Чăваш фразеологизмĕсен ăнлантару словарĕн" ал çырăвне ырларĕç, кун пек калăпăшлă тата пĕлтерĕшлĕ фразеологизмсен словарĕ ытти халăхсен çуккине палăртрĕç, пичете сĕнчĕç.
Пухăнă ăсчахсем М.И. Скворцов хатĕрленĕ икĕ томлă "Вырăсла-чăвашла словаре" Чăваш Республикин патшалăх премине илме тăратас ыйтăва хускатни вырăнлине палăртрĕç. Çакăн пек пĕлтерĕшлĕ ĕç патшалăх премине тивĕçли пирки иккĕленÿ çук терĕç, кирлĕ документсене халех пухма тытăнса вăхатра премисем парас ыйтăва пахса тухакан комиссие çитермелле тесе йышăну турĕç.

Вернуться назад