Чувашский государственный институт гуманитарных наук > Новости > Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В. Игнатьев Раççей ăслăлăх кунĕпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В. Игнатьев Раççей ăслăлăх кунĕпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В. Игнатьев Раççей ăслăлăх кунĕпе саламлани
НАУКА СФЕРИН ХИСЕПЛĔ ĔÇЧЕНĔСЕМ!
Сире професси уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп!
Чăваш Енĕн ăс-хакăлпа инноваци вăй-хăвачĕ самаях пысăк, унпа усă курма хальхи вăхăтра лайăх майсем йĕркеленеççĕ.
Республикăри аслă шкулсем çумĕнче студентсен 50 ытла ăслăлăх кружокĕ ĕçлет. Çамрăксене наука тата тĕпчев ĕçне явăçтарас тĕллевпе çулсеренех 200 ытла тĕрлĕ ăслăлăх мероприятийĕ иртет, пултаруллă хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме çамрăксен республика премийĕсене, пултарулăхри ăнтăлушăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендийĕсене парса хавхалантарасси ырă йăлана кĕнĕ.
Çынсемшĕн инвестици хывасси патшалăх политикин приоритет çул-йĕрĕ шутланать. Çамрăк кадрсене предприятисенче ĕçлемешкĕн юлма тата вĕсене професси тĕлĕшĕнчен малалла ясме пулăшакан тивĕçлĕ фондсем йĕркеленеççĕ, хальхи йышши тĕпчев оборудованийĕпе пуянлатнă вĕренÿ-ăслăлăх-производство лабораторийĕсем ĕçе кĕреççĕ.
Пирĕн ăсчахсен новатор идейисем тата пысăк тĕпчевĕсем Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономикине малалла кал-кал аталантармалли, республика халăхĕн пурнăç шайĕн пахалăхне лайăхлатмалли никĕс пуласса шанатăп.
Ăслăлăх пĕрлĕхне кĕрекен кашни çынна çирĕп сывлăх, пултарулăх шыравĕнче ăнăçу, çĕнĕ çитĕнусем, телей тата ырлăх сунатăп.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ
М. ИГНАТЬЕВ

Вернуться назад