Чувашский государственный институт гуманитарных наук > Мероприятия > Ăслăлăх чулне кăшлама хатĕр-и эсир?

Ăслăлăх чулне кăшлама хатĕр-и эсир?

Ăслăлăх чулне кăшлама хатĕр-и эсир?Ăслăлăх чулне кăшлама хатĕр-и эсир?

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче ĕçлекен филологи енĕн ăстаçисем — чĕлхеçĕсемпе сăмахçăсем — И.Я. Яковлев ячĕллĕ педуниверситетри чăваш уйрăмĕн 1-мĕш курс студенчĕсене ĕçлĕ тĕлпулăва йыхравларĕç. Чăваш чĕлхи кунне халалланă тĕлпулăвăн тĕллевĕ — студентсем хушшинче ăслăлăх туртăмлĕ çамрăксене тупса палăртасси, вĕсене тĕпчев ĕçне явăçтарасси тата ăсчах пулма хăнăхтарасси.
Институт ĕçченĕсем пултаруллă яш-кĕрĕме Ăслăлăх канашĕн пÿлĕмĕнче йышăнчĕç. Кунтах чĕлхеçĕсемпе сăмахçăсен юлашки 3 çулта тухнă кĕнекисемпе кăларăмсен ятарлă куравĕпе паллашма май пулчĕ. Студентсем 50 томпа кăларма палăртнă сăмахлăх пуххин çĕнĕ кăларăмĕсемпе, 7 томлă ăнлантару словарĕн 2 кĕнекипе, 2 томлă вырăсла-чăвашла словарьпе тата ытти ăслăлăх ĕçĕсемпе кăсăкланса паллашрĕç.
Институт директорĕ Юрий Исаев, чĕлхе тĕпчевçисем Александр Кузнецов, Алевтина Долгова, Геннадий Дегтярёв, сăмахлăх тĕпчевçисем Вячеслав Ендеровпа Надежда Ильина институт ĕçĕ-хĕлĕпе, ăслăлăх шыравĕнчи çитĕнÿсемпе йывăрлăхсем пирки каласа пачĕç. Çавăн пекех филологи тата техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ Павел Желтов, фонетика тĕпчевçи тата сăвă ăсти Пётр Яковлев, Чăвашра социолингвистика ăслайĕсене аталантаракан Алос-и-Фонт Эктор çамрăксен чун-чĕри патне çул тупма тăрăшрĕç.
Тĕлпулăва пĕтĕмлетнĕ май Геннадий Дегтярёв çакна палăртса хăварчĕ: „Паянхи калаçу хыççăн çамрăксенчен пĕрин те пулин ăслăлăх енне чунĕ выртсан ку сăнавлă акцие çулленех ирттерĕпĕр. Студент чухне тĕпчев вăрттăнлăхĕсене ăша хывни ăсчах ĕçĕнче кăна мар, кулленхи пурнăçра та çул уçса пырать“.


Ăслăлăх чулне кăшлама хатĕр-и эсир?Ăслăлăх чулне кăшлама хатĕр-и эсир?Ăслăлăх чулне кăшлама хатĕр-и эсир?
Ăслăлăх чулне кăшлама хатĕр-и эсир?Ăслăлăх чулне кăшлама хатĕр-и эсир?Ăслăлăх чулне кăшлама хатĕр-и эсир?

Вернуться назад