Чувашский государственный институт гуманитарных наук > Новости > Институт „Чĕлхесем çинчен калакан“ саккуна пӑхӑнса пурăнмаллине тепĕр хут аса илтерет

Институт „Чĕлхесем çинчен калакан“ саккуна пӑхӑнса пурăнмаллине тепĕр хут аса илтерет

Ырă вăхăтсем тĕлне пултăрччĕ, тăванăмăрсем!

Интернет уçлăх-талккишĕнчи сайтсенче чăваш чĕлхи шăпишĕн пăшăрханакансен шухăш-кăмăлĕсем тăтăшах кун çути кураççĕ. Акă, Шупашкарти чарăну ячĕсене тĕрĕсех мар куçарнине е йăнăшсемпе çырнине асăрхакансем те пулчĕç. Пĕлнĕ-пĕлмен çырнă сăмах пит-куçа тÿрех вăрăнать. Тĕллĕн-тĕллĕн чăвашла варианчĕсене пачах курмиш пулнă.
Çавна май, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтне чарăну ячĕсене куçарас ыйтусемпе шехер хуламăрти влаç органĕсенче тимлекенсенчен пĕр çыру та, пĕр ыйту та килмен. Хулари учреждени е предприяти ячĕсене çырнисене те йĕркене кĕртмелле. Институт малашне „Чĕлхесем çинчен калакан“ саккуна пӑхӑнса пурăнмаллине тепĕр хут аса илтерет.

Вернуться назад