Чувашский государственный институт гуманитарных наук > Новости > Директор саламĕ

Директор саламĕ

Директор саламĕ
Хаклă ĕçтешĕмĕрсем!!!

Сире пурсăра та çывхарса килекен Çĕнĕ çулпа саламлатăп.
Эсир тăван халăхăмăрăн иксĕлми ăс-хакăл пуянлăхне йăхташăмăрсене тата ентешĕмĕрсене çĕнĕрен те çĕнĕ кăсăклă кĕнекесемпе куллен тавăрса пама май килтерни, пурнăçăмăрăн хивре таппине туйса çав тери тĕллевлĕн ĕçлесе пыма пултарни – Чăваш Талккăшне малалла аталантарниех пулать. Чăвашлăх Тÿпинчи тем анлăш тĕпчев çулĕ çинче пирĕн çирĕппĕн утмалла пултăрччĕ. Палăртнă хăватлă ĕçсене пурнăçлама Пурне те çирĕп сывлăх сунатăп.

Институт директорĕ Ю.Н. Исаев

Вернуться назад