Чувашский государственный институт гуманитарных наук > Новости > Вăрнар районĕнчи шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен саламлă çырăвĕ

Вăрнар районĕнчи шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен саламлă çырăвĕ

Чăваш патшалăх гуманитарии ăслăлăхĕсен институчĕ 85 çул тултарнă ятпа эпир, Вăрнар районĕнчи шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем, чăваш халăхĕшĕн пысăк ĕçсем тунă аслă ăру ăсчахĕсене, хальхи вăхăтра ырми-канми вăй хурса ĕçлекен тĕпчевçĕсене ăшшăн саламлатпăр. Чăвашлăхшăн туса пыракан ăслăлăх ĕçĕсем халăхăн хăйне евĕрлĕхне, унăн наци туйăмне упраса хăварма пулăшаççĕ. Эсир кăларакан тĕпчев ĕçĕсем, кĕнекесем вĕрентекенсемшĕн те, вĕренекенсемшĕн те, пĕтĕм чăваш халăхĕшĕн те калама çук пысăк пуянлăх пулса тăраççĕ. Гуманитари институчĕ – чăваш чĕлхипе литературин, фольклорĕн, историпе археологин, социологипе этнографин, ÿнерĕн çивĕч ыйтăвĕсене анлăн тĕпчекен, çак пуянлăха пирĕн пата илсе çитерекен, малашлăхшăн та пĕлтерĕшлĕ ĕç тăвакан пĕртен-пĕр тытăм.
Ачасене тĕпчев ĕçĕсене явăçтарма çак ĕçсем пирĕншĕн тĕрек пулса тăраççĕ.
Тайма пуç сире, институтра ĕçлекен тавра курăмçăсене, сирĕн мал ĕмĕтлĕ туслă йыша. Малашне те пысăк çитĕнÿсем тума, тĕнче шайĕнче чăвашлăха çÿллĕ шая çĕклеме вăй-хал, ăс-тăн çивĕчлĕхĕ, çирĕп чăтăмлăхпа талпăну сунатпăр. Ăнăçу кашни пуçарурах пĕрле çÿретĕр.

Вăрнар районĕнчи шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен саламлă çырăвĕ

Вернуться назад