Чувашский государственный институт гуманитарных наук > Новости > Патăрьел районĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен саламĕ
Патăрьел районĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен саламĕ |
Хисеплĕ Юрий Николаевич! Ырми-канми вăй хуракан институт ĕçченĕсем! Паянхи пĕлтерĕшлĕ кун ячĕпе сире Патăрьел районĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсенчен хĕрÿллĕ салам! 85 çул хушшинче мĕн чухлĕ пĕлтерĕшлĕ, курăмлă ĕçсем туса ирттернĕ эсир. Пире, вĕрентекенсене, сирĕн ĕçĕрсем, сĕнĕвĕрсем кулленхи шкул пурнăçĕнче çул уçса пыраççĕ. Пултарулăхăр хавхалантарать. Малашлăхри ĕçĕрсем те аталансах пыччăр, ÿсĕм картлашки хутшăнсах пытăр. Çирĕп сывлăх, чĕрĕ ăс-тăн, ĕçре ăнăçу, тулли кăмăл-туйăм сунатпăр. Кашни кун ыррипе пуçланса çĕннипе тăсăлтăр, чуна килĕшнипе вĕçлентĕр. Вернуться назад |