Чувашский государственный институт гуманитарных наук > Новости > Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ – Ватă çынсен кунĕ
Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ – Ватă çынсен кунĕ |
|
Литература пĕлĕвĕпе фольклористика пайĕн ĕçтешĕсем институтра ĕçленĕ паллă чăваш фольклористне, текстологне, литература тĕпчевçине, çыравçине Геннадий Федорович Юмарта паянхи уявпа саламласа килчĕç. Геннадий Федорович çулĕсене пăхмасăр халĕ те ĕçлет, республикăра тухса тăракан хаçат-журналсенче хăйĕн ĕçĕсене пичетлесех тăрать. Малашнехи ĕç планĕсем те питĕ пысăк унăн – килте упранакан сăвă-поэмăсен, тĕпчев ĕçĕсен ал çырăвĕсене тирпейлес çитерсе архива парасшăн вăл. Ан тив, хăй хыççăнхи тĕпчевçĕсем те усă курччĕр. Эпир ăна паянхи уявпа саламлатпăр, ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме вăй-хал, çирĕп сывлăх сунатпăр. Вернуться назад |