Чувашский государственный институт гуманитарных наук > Мероприятия > Георгий Васильевич Тал-Мăрза (Зайцев) çуралнăранпа 120 çул çитрĕ

Георгий Васильевич Тал-Мăрза (Зайцев) çуралнăранпа 120 çул çитрĕ

Чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче чăвашсен паллă çыравçи, драматургĕ, куçаруçи, публицисчĕ, чăваш театрне пуçарса яраканĕсенчен пĕри, актерĕ Георгий Васильевич Тал-Мăрза (Зайцев) çуралнăранпа 120 çул çитрĕ.

Вăл Тутар Республикине кĕрекен Çĕпрел районĕнчи Пасарлă Упи ялĕнче йышлă çемьере çуралнă. Ялти шкулта, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче (1909-1915), Хусанти Çурçĕр Хĕвел тухăç халăхĕсен этнографипе археологи институтĕнче (1917-1920) вĕреннĕ. 1918 ç. чăваш тетарне пуçарса яраканĕсенчен пĕри пулнă, актер тата режиссер пулса вăй хунă, спектакльсем лартма вырăсларан чăвашла 40 ытла пьеса куçарнă, хăй те драмасем çырнă. Унăн паллăрах хайлавĕсем: «Силпи» (1917) тата «Вăйлисен айăпĕ» (1918) сăвăлла трагедисем, «Ухатер» камит (1919), «Кам айăпĕ?» (1919) драма, «Çĕнĕ пурнăç шурăмпуçĕ» (1919) драма-утопи т.ыт.те. «Аттила», «Архайхан», «Мăрсапай» трагедийĕсен шăпи паллă мар. 1921 ç. Атăл тăрăхĕнче выçлăх çулĕсем пуçлансан мăшăрĕпе Çĕпĕре тухса каять, çав çулах раштав уйăхĕн 7-мĕшĕнче Красноярск тăрăхĕнчи Ачинск хулинче тифпа чирлесе вилет.
Пултару кун-çулĕ кĕске, шыравлă, çав вăхăтрах тулăх та тĕреклĕ пулнă Тал-Мăрзан, чăваш литературипе культурине аталантарас ĕçре пысăк та пĕлтерĕшлĕ ĕçсем туса хăварма пултарнă вăл.
Çыравçă çуралнăранпа 120 çул çитнине уявлама чÿк уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче филологи енĕн ĕçтешĕсем, Чăваш патшалăх университечĕн тата Чăваш патшалăх педагогика университечĕн доценчĕсемпе студенчĕсем, журналистсем пухăнчĕç.
Тухса калаçакансем хушшинче И.Ю. Кириллова, ЧПГĂИ ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ, Г.Тал-Мăрсан пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен кĕскен аса илтерчĕ, В.Г. Родионов, ЧПГĂИ ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ, Георгий Тал-Мăрсан чăваш литература историйĕнчи вырăнĕ пирки калаçрĕ, В.В. Никифорова, ЧПГĂИ аслă ăслăлăх ĕçтешĕ, Г.Тал-Мăрсан драматургири пултарулăхне тишкерчĕ, И.В. Софронова, ЧПУ доценчĕ, Г.Тал-Мăрса поэзийĕнчи тухăç лирикин традицийĕсене шырарĕ, Е.Р. Якимова, ЧПУ доценчĕ, Г.Тал-Мăрсана чăваш историллĕ трагедине пуçарса яраканĕ пек хакларĕ. Пухăннисем мĕн курни-илтнине сÿтсе яврĕç.

Георгий Васильевич Тал-Мăрза (Зайцев) çуралнăранпа 120 çул çитрĕГеоргий Васильевич Тал-Мăрза (Зайцев) çуралнăранпа 120 çул çитрĕГеоргий Васильевич Тал-Мăрза (Зайцев) çуралнăранпа 120 çул çитрĕГеоргий Васильевич Тал-Мăрза (Зайцев) çуралнăранпа 120 çул çитрĕ
Георгий Васильевич Тал-Мăрза (Зайцев) çуралнăранпа 120 çул çитрĕГеоргий Васильевич Тал-Мăрза (Зайцев) çуралнăранпа 120 çул çитрĕ
Георгий Васильевич Тал-Мăрза (Зайцев) çуралнăранпа 120 çул çитрĕ
Георгий Васильевич Тал-Мăрза (Зайцев) çуралнăранпа 120 çул çитрĕ
Георгий Васильевич Тал-Мăрза (Зайцев) çуралнăранпа 120 çул çитрĕ

Вернуться назад