Чувашский государственный институт гуманитарных наук > Новости > Директор Çĕнĕ çулпа саламлани

Директор Çĕнĕ çулпа саламлани

Директор Çĕнĕ çулпа саламланиТуссем!!! Ĕçтешĕмсем!!! Тăванăмăрсем!!!
Телейлĕ самантсем килессе кĕтнĕ самантпа усă курса, Çĕнĕ çул пурне те çĕнĕ шанăç парнелетĕрччĕ тетĕп! Вăл вара хамăрăн малашлăх туртăмне тĕвĕлентерсе капашлантарсах пыма тивĕç. Эппин, кулленхи ĕç-хĕлре, кашни пуçарура çирĕппĕн уттаракан вăй-хăват çуралса пырасси пирки пĕртте иккĕленместĕп, мĕншĕн тесен хамăртан мĕн килнине пурнăçлама майсем çителĕклех. ҪĔННИ вара ялан Ырăлăхпа, Хăватлăхпа, Пуçарулăхпа, Ÿсĕмлĕхпе, Тăнăçлăхпа кăна уттартăрччĕ пире. Кашни çемьенех вăл сывлăх, юрату тата килĕшÿ кÿтĕрччĕ!

Институт директорĕ
Ю.Н. Исаев

Вернуться назад