Чувашский государственный институт гуманитарных наук > О нас говорят > А.Егорова. Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн пуянлăхне тĕпчес ыйтусене çивĕчлетрĕç // Авангард. - 2010. - Юпан 30-мĕшĕ. - СС. 1, 6.

А.Егорова. Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн пуянлăхне тĕпчес ыйтусене çивĕчлетрĕç // Авангард. - 2010. - Юпан 30-мĕшĕ. - СС. 1, 6.

АВАНГАРД

Патăрьел район хаçачĕ

2010 çул юпа (октябрь) 30 шăматкун №№ 120-121 (10078-10079)

Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн пуянлăхне
тĕпчес ыйтусене çивĕчлетрĕç


Конференцие йĕркелеме республикăри Мăсăльмансен тĕн управленийĕсĕр пуçне Чăваш наци конгресĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăвăщ патшалăх университечĕ, республикăри Культура министерстви тăта Патăрьел районĕнчи тутар наци культура автономийĕ хутшăннă. Ытти çулсемпе танлаштарсан кăçалхи конференци теми анлăрах - „Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн социаллă пурнăçпа культура, тĕн тата право йăли-йĕрки - хальхи Раççей пурнăçĕнче”. Çавăнпа та Шăнкăртамри иккĕмĕш вăтам шкулăн залне таврари тĕн организацийĕсен ертÿçисем, вĕрентÿ, культура представителĕсем, пĕрлех Шулашкарпа Хусан ăсчахĕсен делегацийĕсем пухăнчĕç. Наукăпа практика конференцийĕн тĕп тĕллевĕ -тĕрлĕ конфессисен представителĕсем хушшинчи ăнланулăха, туслăха тата пĕр-пĕрне хисеплессине çирĕплетесси, тĕрлĕ халăх культурине аталантарасси.
Конференцие хутшăнакансене Раççейри Мăсăльмансен тĕн управленийĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ, республикăри Мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕ, Раççей Федерацийĕнчи Обществăлла палатăн членĕ Альбир-хазрат Крганов муфти, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Р.Селиванов, Шупашкар - Чăваш Ен епархийĕ ячĕпе Шупашкарти тĕн училищин ректорĕ М.Иванов протоирей, ЧНК президенчĕ Г.Архипов, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Ю.Исаев саламларĕç. Конференцире Чăваш Республикин Президенчĕн Михаил Игнатьевăн саламлă çырăвĕпе ЧР Культура министрĕн çумĕ А.Усов паллаштарчĕ. Малалла чăвашсемпе тутарсен паллă ăсчахĕсем Н.Егоров, В.Иванов, В.Абрамов, М.Закиев, И.Тагиров, Д .Сулейманов тата ыттисем те тухса калаçрĕç, несĕлсем çĕршер çул тытса пыракан ырă йăла-йĕркене аталантарса пырас, Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн истори пуянлăхне тĕпчес ыйтусене çивĕчлетрĕç.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе тĕрлĕ номинаципе Фетхи Бурнаш ячĕллĕ премисем пачĕç. Çавăн пекех делегатсем Шăнкăртамри Тĕп собор мечĕтне, авалхи Пăлхар патшалăхĕн Тикеш хулашне çитсе курчĕç, Комсомольски районĕнчи Урмаел тата Тукай ялĕсенчи мăсăльмансен прихучĕсен обществăлла совечĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç.
Конференци хăйĕн ĕçне Шупашкарта малалла тăснă.
А. ЕГОРОВА

Вернуться назад