Чувашский государственный институт гуманитарных наук > О нас говорят > Г.Л. Никифоров: ХАКЛАРĂМĂР ТАТА УЙРĂМ КĔНЕКЕН ПИЧЕТЛЕСЕ КĂЛАРМА СĔНТĔМĔР

Г.Л. Никифоров: ХАКЛАРĂМĂР ТАТА УЙРĂМ КĔНЕКЕН ПИЧЕТЛЕСЕ КĂЛАРМА СĔНТĔМĔР

Г.Л. Никифоров: ХАКЛАРĂМĂР ТАТА УЙРĂМ КĔНЕКЕН ПИЧЕТЛЕСЕ КĂЛАРМА СĔНТĔМĔР
ХАКЛАРĂМĂР ТАТА УЙРĂМ КĔНЕКЕН ПИЧЕТЛЕСЕ КĂЛАРМА СĔНТĔМĔР

2016 çулхи кăрлач уйăхĕн 26-мĕшĕнче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Трубина Мархви ячĕллĕ преми лауреачĕ, Раççей Федерацийĕн çыравçисен тата журналистсен союзĕн пайташĕ, Патăрьел районĕн хисеплĕ çынни Александр Иванович Мефодьев доцентăн «Чăваш ача-пăча литератури» ярăмри тĕпчев кĕнекисен хаклавĕ (презентацийĕ) иртрĕ.
Хаклава И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ чăваш чĕлхипе литератури кафедрин ертÿçи Денисова Т.В. уçрĕ. Вăл А.И. Мефодьева паха тĕпчев ĕçĕсемшĕн тав турĕ. Ун хыççăн ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин пĕтĕмĕшле тата шкулчченхи вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Валерьевич Бычков сăмах илчĕ. Вăл Александр Мефодьевăн «Чăваш ача-пăча литератури» ярăмри кĕнекесемпе шкулсенче усă курма майлă та меллĕ пулнине палăртрĕ.
Филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, халăх академийĕн ертÿçи Виталий Станьял чăваш литературин аталану тапхăрĕсем пирки чарăнса тăчĕ. Вăл: «Александр Мефодьев чăваш ача-пăча литератури аталану тапхăрĕн çул-йĕрне патшалăхри улшăнусемпе çыхăнтарса çĕр-шыв аталанăвĕн тапхăрĕсем тăрăх пăхса тухнă. Çавăнпа пĕрлех автор чăваш ача-пăча литературии кун-çулне жанрсен аталанăвĕ урлă та ăнлантарнă. Çавсене шута хурса тĕпчевçĕ чăваш ача-пăча литературине 20-30, 40-50, 60-80 çулсем тăрăх вырăнлă та тĕрĕс тапхăрланă», -- тесе пĕлтерчĕ.
Презентацие Скворцова О.В., филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ доценчĕ; Артемьев Ю.М., филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ вырăс чĕлхипе литератури кафедрин профессорĕ; Иванова Н.Г., ЧР вĕренÿ институчĕн доценчĕ; Софронова И.В., филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ доценчĕ; Кириллова И.Ю., филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн филологи енĕн литература пĕлĕвĕпе фольклористика секцийĕн пуçлăхĕ; Никифоров Г.Л., ЧНК вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн ертÿçи; Соловьева Г.П., ЧР Наци библиотекин наци литературипе библиографи пайĕн ертÿçи; Кервен В.Г., «Тăван Атăл» журнал редакторĕ; Артемьева Т.В., педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ доценчĕ; Осипов Н.Н., филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ доценчĕ; Медведева А.В., Шупашкар хулин 3-мĕш лицейĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ тата куçăмсăр (заочно) вĕренекен студенсен пĕр ушкăнĕ хутшăнчĕç.
Тухса калакансем А.И. Мефодьев ача-пăча литературин паллă тĕпчевçи, çыравçă тата журналист тата «Чăваш ача-пăча литератури» ярăмĕн пахалăхĕ пысăк пулнине, унпа студентсемпе аспирантсем, преподавательсем кăна мар, вĕренекенсемпе вĕрентекенсем те усă курма пултарнине шута илсе шкул валли уйрăм кĕнекен пичетлесе кăларма сĕнчĕç .
Хаклава Шупашкар хулин 17-мĕш шкул ачисем те хутшăнчĕç. Вĕсем «Чăваш ача-пăча литератури» ярăмри тата Александр Мефодьевăн сăввисене тата сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсене шăрантарчĕç.

Геронтий Никифоров,
ЧНК ĕс тăвакан комитет
председателĕн çумĕ

Вернуться назад