Чувашский государственный институт гуманитарных наук > Новости > ПĔТĔМ ТĔНЧЕРИ ТĂВАН ЧĔЛХЕ КУНĔПЕ ЧНК ПРЕЗИДЕНЧĔ Н.Ф. УГАСЛОВ САЛАМЛАНИ

ПĔТĔМ ТĔНЧЕРИ ТĂВАН ЧĔЛХЕ КУНĔПЕ ЧНК ПРЕЗИДЕНЧĔ Н.Ф. УГАСЛОВ САЛАМЛАНИ

ПĔТĔМ ТĔНЧЕРИ ТĂВАН ЧĔЛХЕ КУНĔПЕ ЧНК ПРЕЗИДЕНЧĔ Н.Ф. УГАСЛОВ САЛАМЛАНИПĔТĔМ ТĔНЧЕРИ ТĂВАН ЧĔЛХЕ КУНĔПЕ ЧНК ПРЕЗИДЕНЧĔ Н.Ф. УГАСЛОВ САЛАМЛАНИ
ПĔТĔМ ТĔНЧЕРИ ТĂВАН ЧĔЛХЕ КУНĔ ЯЧĔПЕ САЛАМЛАТĂП СИРЕ,
ХАКЛĂ ЕНТЕШĔМĔРСЕМ!

Çĕр çинче 6 пине яхăн чĕлхе теççĕ. Кашни халăхăн чĕлхи хăйне евĕрлĕ тата вăл нацин уйрăмлăхне палăртать. Авал пĕр халăха тепринчен чĕлхине пăхса уйăрнă. Хăйне кăна тивĕçлĕ чĕлхе пулмасан халăха уйрăм халăх вырăнне те хуман.
Чăвашăн авалтанпах хăйĕн чĕлхи пулнă. Пирĕн мăн асаттесем пин çул каяллах чăвашла калаçнă, тăван чĕлхене ламран лама, йăхран йăха халалласа пынă, куç пек упраса пурăннă. Эпир те мăн асаттемĕрсен ятне ярар мар – тăван чĕлхене манас мар.
Чĕлхе çын ăс-тăнне йĕркелет, тавра курăмне аталантарать. Кашни халăх чĕлхине шута хуни тата хисеплени тĕнчере тăнăçлăха упраса хăварма пулăшать. ЮНЕСКО йышăнăвĕпе1999 çултан пуçласа нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне уявлаççĕ. Çак пулăм вара чĕлхесене упраса хăварас тата аталантарас тивĕçе аса илтерсех тăрать. Пĕр миллион çын калаçакан чĕлхе аслă чĕлхе шутланать. Раççейре çавăн пек чĕлхесен йышне вырăс, тутар, украин, пушкăрт, чăваш, чечен, эрмен чĕлхисем кĕреççĕ.
Пирĕн Республикăра чăваш чĕлхи вырăс чĕлхипе танах патшалăх чĕлхи шутланать. Кашни шкулта ачасем çак икĕ чĕлхене тата пĕр ют чĕлхе вĕренеççĕ. Шкул ачи виçĕ чĕлхерен кая мар пĕлет. Çакă вара республика аталанăвĕшĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.
2016 çула Раççейре Кино, Чăваш Енре Ĕç çынни çулталăкĕ тесе палăртнă. Çак паллă пулăмсене туса ирттерекен ĕçсенче тăван чĕлхен пĕлтерĕшĕпе сумне татах та ÿстерме хастарлăх сунатăп. Пуян та çепĕç чăваш чĕлхин халăха пĕрлештерекен вăйĕ ÿссех пытăр.
Хаклă ентешĕмĕрсем! Сире Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ ячĕпе пурне те тулли кăмăлпа саламлатăп, тăван чĕлхешĕн тăрăшма чăтăмлăх, çирĕплĕх тата вăй-хал сунатăп.

Н.Ф. Угаслов,
Чăваш наци конгресĕн Президенчĕ

Вернуться назад