Чувашский государственный институт гуманитарных наук > О нас говорят > Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи таврапӗлӳҫӗсене калаҫтарчӗ

Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи таврапӗлӳҫӗсене калаҫтарчӗ

Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи таврапӗлӳҫӗсене калаҫтарчӗЧӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян «Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи: 100 ҫул» ятпа ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртрӗ. Институтпа пӗрле ӑна Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗ йӗркеленӗччӗ, Тӑван ене тӗпчекенсен кунне халалланӑччӗ (пушӑн 28-мӗшӗ).
Конференцире пурӗ 30 ытла ҫын тухса калаҫнӑ — Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫинче пуҫ хунисене аса илнӗ, вӗсен паттӑрлӑхне хакланӑ, ҫав вӑхӑтри влаҫ тытӑмӗн ӗҫне сӳтсе явнӑ. Хӗрӳ сӳтсе яву Николай Егорович Лукианов доклачӗ хыҫҫӑн иртнӗ. Тухса калаҫакансен хушшинче таврапӗлӳҫӗсем икӗ ушкӑна пайланни хитре маррине палӑртакансем те пулнӑ. Асаилтеретпӗр, конференци вӑхӑтӗнчех наци вулавӑшӗнче Чӑваш таврапӗлӳҫисен XII пухӑвӗ иртнӗ. Малашне ҫак икӗ сумлӑ пӗрлӗх хӑйсен мероприятийӗсене пӗр кунра ирттереҫҫӗ пулсан та вӑхӑтне те пулин раснарах лартма ыйтнӑ.

Ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцине ҫав ҫулхи салтак тумӗсем («Русский егерь» клуб) тата салтака ӑсатнине лартса панӑ сцена илем кӳнӗ. Ҫавӑн пекех пухӑннисем умӗнче салтак юррисене те юрласа панӑ.

Аса илтеретпӗр, Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи 1914 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пуҫланнӑ та 1918 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗнче вӗҫленнӗ. Вӑл пӗтнӗ хыҫҫӑн тӗнчере тӑватӑ импери саланнӑ: Раҫҫей, Австрипе Венгри, Усман, Нимӗҫ империсем. Вӑрҫӑра пурӗ 10 миллион ытла салтак вилнӗ, 12 миллион ытла — ахаль ҫын.


Хыпара çакăнтан илнĕ:
Культура: Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи таврапӗлӳҫӗсене калаҫтарчӗ

Вернуться назад