Чувашский государственный институт гуманитарных наук > О нас говорят > А. Лукианова. Ăслăлăха витĕмлĕ тÿпе хываççĕ

А. Лукианова. Ăслăлăха витĕмлĕ тÿпе хываççĕ

А. Лукианова. Ăслăлăха витĕмлĕ тÿпе хываççĕ

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ - 80 çулта. 1930 çулхи çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш АССР Совнаркомĕ Ăслăлăхпа культура канашĕн никĕсĕ çинче Чăваш комплекслă ăслăлăх-тĕпчев институчĕ йĕркеленĕ.

Унтанпа ячĕ темиçе те улшăннă, 1994 çултанпа - Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ. Унта археологи, искусствоведени, истори, литературоведенипе фольклористика, социологи, чăваш энциклопедийĕн, этнологипе антропологи, чĕлхе пĕлĕвĕн ыйтăвĕсемпе калăпăшлă тĕпчевсем ирттереççĕ, ăслăлăх ĕçĕсем, словарьсем кăлараççĕ. Çав шутра чăваш халăх пултарулăхĕн 50 томлă пуххине, нумай томлă «Чăваш энциклопедине» хатĕрленине палăртмалла. Институтри вулавăш тĕрлĕ регионти, чикĕ леш енчи ăсчахсене пуянлăхĕпе илĕртет. Унта 224 пин кĕнеке, брошюра, журнал упранать, ăслăлăх архивĕнчи сайра тĕл пулакан материалсен шучĕ 15 пинрен те иртнĕ.

Хăйĕн историйĕнче институт 900 яхăн кĕнеке пичетлесе кăларнă, 600 ытла ăслăлăх конференцийĕпе сессине ирттернĕ, 200 яхăн тĕпчев экспедицийĕ йĕркеленĕ. Унăн форумĕсене Турцири, Венгрири, Германири, Казахстанри, Китайри, Польшăри, АПШри, Украинăри, Финляндири, Швецири, Японири, ытти çĕр-шыври паллă ăсчахсем хутшăнаççĕ. Институт ĕçченĕсем тĕнче шайĕнчи конференцисенче час-часах тухса калаçаççĕ. Институт - Чăваш Енри гуманитари ăслăлăхĕсен пĕлтерĕшлĕ центрĕ. Унта республикăри 100 ытла ăсчах наука-тĕпчев ĕçĕнче опыт пухнă, доктор, кандидат диссертацийĕсене хÿтĕленĕ, паян аслă шкулсенче ĕçлеççĕ. Института «Хисеп Палли» орденпа тата Чăваш Республикин Хисеп грамотипе наградăланă.

Иртнĕ шăмат кун К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн 80 çулхи юбилейне савăнăçлă лару-тăрура паллă турĕç. Уява тĕрлĕ республика-облаçран, чикĕ леш енчен хăна нумай килнĕ. Вĕсем ăслăлăхри ĕçтешĕсене паллă кунпа саламласа шыравсенче ăнăçу сунчĕç, çыхăнусем çирĕпленсех пырасса шаннине палăртрĕç.

Институт коллективĕ республикăри ăслăлăх аталанăвне тивĕçлĕ тÿпе хывнине пысăка хурса хаклаççĕ. ЧР Президенчĕн Администрацийĕн ертÿçи А.С. Иванов институт директорне Ю.Н.Исаева коллектив ячĕпе - Чăваш Ен Президенчĕн Тав сăмахне, Н.И.Егоров ăсчаха «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медальне, Г.И.Алимасовăна «ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята çирĕплетекен удостоверение пачĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ В.П.Мидуков Г.А.Дегтярăв ăсчаха Патшалăх Канашĕн Хисеп хучĕпе чысларĕ. Чăваш Ен вĕренÿ министрĕпе Г.П.Черновăпа культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ В.А.Фошин ĕçре палăрнă темиçе çынна Хисеп хучĕсем парса саламларĕç.

Уяв Морис Яклашкин ертсе пыракан симфони капеллин концерчĕпе вĕçленчĕ.
А. Лукианова. Ăслăлăха витĕмлĕ тÿпе хываççĕ

Вернуться назад