Чувашский государственный институт гуманитарных наук > Новости > Пĕтĕм чăваш диктанчĕн пĕтĕмлетĕвĕсем
Пĕтĕм чăваш диктанчĕн пĕтĕмлетĕвĕсем |
|
Пĕтĕм чăваш диктанчĕн пĕтĕмлетĕвĕсем "Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2016" акцие пĕтĕмпе 6374 çын хутшăннă. Вĕсенчен: - "5" илекенсем 1708 çын (26,80%); - "4" илекенсем 2522 çын (39,57%); - "3" илекенсем 1808 çын (28,36%); - "2" илекенсем 334 çын (5,24%); - текста туллин ярса паманнипе ĕçне хакламаннисем 2 çын (0,03%). Çу уйăхĕн 16-мĕшĕ тĕлне "пиллĕк" илнĕ 1181 çын пирки хыпар çитрĕ. Списокне вырнаçтаратпăр (). Ыттисем пирки районти вĕренÿ пайĕсенчен ыйтмалла. "Пиллĕк" илнисене 2016 çулхи çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче 13 сехетре Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн Лару залĕнче чыслама палăртнă. Ытти хыпарсем пирки институт сайтĕнче пĕлтерсех тăрăпăр. "Пиллĕк" илекенсене çакăн пек сертификат парса чыслăпăр: Вернуться назад |