Чувашский государственный институт гуманитарных наук > Новости > Л.П. Сергеев профессор институт архивне пичетленмен ĕçĕсен ал çырăвĕсемпе пуянлатрĕ

Л.П. Сергеев профессор институт архивне пичетленмен ĕçĕсен ал çырăвĕсемпе пуянлатрĕ

Л.П. Сергеев профессор ятне тĕрĕк пĕлÿлĕхĕнче илтмен-пĕлмен çын çук та пулĕ. Вăл чĕлхе пĕлĕвĕнче тĕпрен илсен чăваш чĕлхин диалекчĕсене тарăнăн та тĕрлĕ енлĕн тĕпченипе палăрнă. Леонид Павловичăн кун çути курнă тата тĕрлĕ архивсенче упранакан пичетленмен ĕçĕсен шучĕ пине те çывхарать пулĕ. Вăл нумайăшне пирĕн институтăн ăслăлăх архивне управа панă. Нумаях пулмасть ЧПГĂИ архивĕ тюркологсемшĕн, уйрăмах диалектологсемшĕн, пысăк пĕлтерĕшлĕ тата çичĕ ĕçпе пуянланчĕ. Хисеплĕ ăсчахăмăр «Диалектологический атлас чувашского языка. Говоры чувашской диаспоры Ульяновской области», «Диалектологи атласĕ. Тутарстанри чăвашсен калаçăвĕ», «Чувашская Республика (19 карт)», «Карты Среднего Поволжья и Приуралья (18 карт)», «Республика Татарстан (10 карт)», «Диалектологический атлас чувашского языка. Чувашские говоры Башкортостана», «Диалектологический атлас чувашского языка. Башкортостан (10 карт)» пичетленмен ĕçĕсен ал çырăвĕсене архива парнелерĕ.
Институт ертÿçипе ĕçченĕсем Леонид Павловича чĕререн тав тăваççĕ, вăрăм ĕмĕрпе çирĕп сывлăх сунаççĕ.


Л.П. Сергеев профессор институт архивне пичетленмен ĕçĕсен ал çырăвĕсемпе пуянлатрĕЛ.П. Сергеев профессор институт архивне пичетленмен ĕçĕсен ал çырăвĕсемпе пуянлатрĕЛ.П. Сергеев профессор институт архивне пичетленмен ĕçĕсен ал çырăвĕсемпе пуянлатрĕЛ.П. Сергеев профессор институт архивне пичетленмен ĕçĕсен ал çырăвĕсемпе пуянлатрĕ
Л.П. Сергеев профессор институт архивне пичетленмен ĕçĕсен ал çырăвĕсемпе пуянлатрĕ
Л.П. Сергеев профессор институт архивне пичетленмен ĕçĕсен ал çырăвĕсемпе пуянлатрĕ
Л.П. Сергеев профессор институт архивне пичетленмен ĕçĕсен ал çырăвĕсемпе пуянлатрĕ

Вернуться назад