Чувашский государственный институт гуманитарных наук > Новости > НИКИТИНА Ирина. Ятлă-сумлă, харсăр чунлă // Хыпар. 2016. Утă, 28.
НИКИТИНА Ирина. Ятлă-сумлă, харсăр чунлă // Хыпар. 2016. Утă, 28. |
НИКИТИНА Ирина. Ятлă-сумлă, харсăр чунлă // Хыпар. 2016. Утă, 28. "Пурнăçра тата мана ырă çынсем тĕлĕшпе тĕлĕнмелле ăнăçнă. Тен, ун чухне унашкаллисем ытларах пулнă? Пĕлместĕп…", - тесе çырнă "На стыке двух эпох" кĕнекинче 1952-1991 çулсенче Чăваш АССРĕн комсомол, парти тата патшалăх органĕсенче тăрăшнă Александр Петрович Петров. Вăл КПСС Чăваш обкомĕн секретарĕ, пĕрремĕш секретарĕ, Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн тата унăн Президиумĕн председателĕ пулнă, темиçе хут Чăваш АССР, РСФСР Верховнăй Совечĕсен, СССР халăх депутатне суйланнă. Ыран 90 çул тултаракан вĕрентекенĕпе, ĕçтешĕпе Илья Павлович Прокопьевпа тачă çыхăнса ĕçленĕ кăна мар, хăй вăхăтĕнче пĕр çуртра та пурăннă. Ĕçчен халăх йăхĕнчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, парти тата патшалăх деятелĕ Илья Прокопьев республика аталанăвĕшĕн анлă çул хывнă. 1974-1988 çулсенче вăл КПСС Чăваш парти обкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче /хальхилле каласан – республика ертÿçи/ вăй хунă чух Шупашкарта трактор завочĕ хута кайса продукци кăларма тытăнать, ГЭС строительствине вĕçлеççĕ, Чăваш патшалăх университечĕн çĕнĕ çурчĕ, Оперăпа балет театрĕ, хулан тĕп стадионĕ, Трактор тăвакансен завочĕн культура керменĕ, Пионерсен керменĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк тата ытти обьект тăваççĕ. Унччен маларах укçа ĕçлесе илме инçете çÿренĕ чăваш халăхĕ савăнсах тăван тăрăха таврăнать. Унăн пурнăç шайĕ ÿсет. Ара, хăватлă стройкăсем тума мĕн чухлĕ хушма производство йĕркеленет, пур материала та аякран турттараймастăн вĕт: кирпĕч, бетон, çурт-йĕр тăвакан заводсем уçăлаççĕ. Республикăна çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен чи опытлă специалистсем пуçтарăнаççĕ. Чăваш халăхĕн ĕçченлĕхĕ çинчен çĕршыв шайĕнчи телевиденипе, радиопа калаççĕ, хаçатсенче çыраççĕ. Мускаври министрсем республикăна кашни 2-3 уйăхран килсе çÿреççĕ, лару-тăрупа паллашаççĕ. Атăлпа Вятка тăрăхĕнче /унта пилĕк регион кĕнĕ/ промышленноç кăна мар, ял хуçалăхĕ те палăрмалла аталанать.Тĕслĕхрен, кашни гектартан илекен тĕштырă тухăçĕ вăтамран 23 центнера çитет. Маларах ку кăтарту 20 центнерпа танлашнă. Пурпĕр сахал тетĕр пулĕ. Ун чухне çĕре удобренипе апатлантарма кăна тытăннă. Александр Петрович хăй КПСС Йĕпреç райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче ĕçленĕ чухне гектартан 8 центнер пуçтарса илнине палăртрĕ. Çавăнпа ÿсĕме курăмлă темелле. Çав вăхăтра кÿршĕ регионсенчи вăтам тухăç 12-14 центнертан иртмен. Тутартстанпа Мордва Республикин пĕр пайĕнче çеç ку тĕлĕшпе пысăк кăтарту пулнă. Тепĕр тесен ун чухне Чăваш Енре 800 пин гектар çинче тырпул ÿстернĕ. Чăх-чĕп, лаша, сысна, сурăх, ĕне фермисенче халăх ырми-канми, хавхаланса ĕçленĕ. Килти хушма хуçалăхра та çаплах пулнă. Ĕçченлĕх чăваша юнпа куçнă тейĕн. Илья Павлович Прокопьев та халăхшăн чунне парса тăрăшнине аса илет Александр Петрович. Вăл кăна-и? Ун чухне ашшĕ-амăшĕ ачине шкула çÿричченех ĕçе хăнăхтарнă, çавăнпа çын хастар пулса çитĕннĕ. Чăвашсенчен вĕреннĕ Мĕнлерех тата! 1967 çулта Союзри çул-йĕр тăвакансен сьездне пирĕн республикăра ахальтен ирттермен, чăвашсен опычĕпе паллашнă. Ун чухне вăйпитти чылай çын Шупашкар-Канаш çулне тунă çĕрте ĕçленĕ. Вăл хальхи пек тÿртен мар, ялсем витĕр иртнĕ. Асфальт пулман, çынсем чула çырмасенче пухнă. Сумлă ватăсем те хăйсен ирĕкĕпе ĕçе хутшăннă. Хальхи ăрушăн тĕлĕнмелле хавхаланупа тăрăшнă. Вăхăт пурнăçа питĕ хăвăрт улăштарать. Унччен тунă заводсем халĕ те пур, анчах паян чĕлхе çинчен ĕçсĕрлĕх тени каймасть. Ку таранччен республика аталанăвĕшĕн сахал мар ĕç тунă Илья Павловичăн чунĕ те ыратмасть мар пулĕ. Пурнăç урапи самана улшăннă май темĕнле те çаврăнать, анчах ертÿçĕ пулма пĕлни – пысăк ăс. Тĕрĕсрех каласан ĕçченлĕх, çынлăх, чыс-хисеп, халăхпа, унăн культурипе пĕрле пурăнасси ачаранах тĕвĕленмелле. Çакăн пек чухне кăна Илья Павлович Прокопьев пек çынсен асĕнче юлатăн. Идеолог пулма çуралнă "Вăл идеологи енĕпе ĕçлеме, пурăнма çуралнă çынсенчен пĕри", – тесе ытахальтен каламасть Александр Петрович. Илья Павловича вăл Советски районĕнче комсомол тытăмĕнче ĕçленĕ чух пирвайхи хут курнă. Пĕррехинче парти райкомĕн секретарĕсене, комсомол ĕçченĕсене Шупашкара семинара пуçтарнă. Ертÿçĕсем черет тăрсах киоскра хаçат туяннă. Çумри юлташĕсем: "Пăхăр, пăхăр, ку – Калинин райкомĕн секретарĕ", – тесе пăшăлтатнине халĕ те астăвать ĕçтешĕ. Илья Павлович КПСС Чăваш обкомĕн шкулсен тата аслă вĕренÿ заведенийĕсен, пропагандăпа агитаци, идеологи пайĕсенче тăрăшнă чух унăн сахал мар çыхăну тытма тивнĕ унпа. Александр Петрова пĕр вăхăта Йĕпреç районне ĕçлеме ярсан Илья Прокопьев унта час-часах командировкăсенче пулнă. 1-2 куна та тăсăлнă вĕсем. Илья Павлович чи малтан колхоз фермисене, машинăпа трактор паркĕсене, шкулсене, ытти организацине çитсе халăхпа тĕл пулнă. Ара, ертÿçĕсене вăл хăйĕн патне чĕнтерсе те калаçма пултарнă. Вĕсен умĕнче нихăçан та мăнаçланман, хăйне кăмăллă, сăпайлă тытнă, ĕçе юратакансене питĕ хисепленĕ. Унсăр пуçне çынна итлеме пĕлнĕ, хăшĕ-пĕри пек апла-капла тумалла тесе тÿрех вĕрентме тытăнман. Итлесе пĕтерсен ĕçре мĕн чăрмантарни çинчен ыйтса пĕлме тăрăшнă, малашне мĕнле пулăшмалли çинчен калаçу пуçланă. Театра çÿреме хăнăхтарнă Идеологи ĕçĕ питĕ анлă, тертлĕ, кашни тытăма лайăх пĕлмелле. Илья Павлович çакна ăнланнă. Шкулсемпе, культура учрежденийĕсемпе ĕçленĕ май /идеологи пайĕнче/ бюро членĕсене, тĕслĕхрен, театрти кашни премьерăна çÿреме хăнăхтарнă. "Паян каçхине 6 сехетре пĕрремĕш хут çĕнĕ спектакль лартаççĕ. Сире пырса курма сĕнеççĕ", – тесе хăйне пулăшакана шăнкăравласа пĕлтерме хушнă. Çапла майпа вырăс театрне те çÿренĕ. Бюро членĕсем пăхмасăр пĕр спектакль те иртмен. Ку йăла Семен Матвеевич Ислюковранах пынине палăртать Александр Петров. Артистсемпе çывăх пулни пултарулăх çыннисемпе çыхăннă нумай ыйтăва татса пама пулăшнă. Хальхи пек каласан, чиновниксем художниксемпе те тачă çыхăнса ĕçленĕ. Ун чухне пурне те мастерскойпа тивĕçтерме май килмен. Илья Павлович обкомăн пĕрремĕш секретарьне ларсан идеологсене тăтăшах вăл е ку художник мастерскойне çитсе курма, ĕçĕсемпе паллашма ыйтнă. Çакă каллех çĕнĕ мел шутланнă, художниксене пултарулăх лаççипе тивĕçтерме пулăшнă. Ку тĕлĕшпе вăл вăхăтра пирĕн республика пек лайăх ĕçлекен сахал пулнă. Çĕнĕ хайлавсене хакланă Писательсем хăйсен произведенийĕсене пичете яриччен Илья Павловича кăтартнă. Тÿрех цензура çинчен шухăшларăр пулĕ. Кăлăхах. Вăл енĕпе парти обкомĕ мар, министерствăра ятарлă орган ĕçленĕ. Çыравçăсем хăйсен ĕçне чи малтан Илья Прокопьева вулаттарма тăрăшнă. Лешĕ хирĕçлемен, каçсерен лампа çутипе кĕнеке умĕнче ларнă. Пултарулăх çыннисем хăйне майлă пулни вăрттăнлăх мар, коллективсенче тĕрлĕ лару-тăру хуçаланнă. Çавăнпа вĕсемпе çыхăннă ыйтăва татса панă чух йăнăш тăвас мар тесе ăна тÿрех канашлура пăхса тухман. Ара, çынна çапса хуçма çăмăл. Малтан унпа уйрăммăн калаçнă. Композиторсем те çыравçăсенчен юлман. Акă Филипп Миронович Лукин çĕнĕ юрă çырсан тÿрех парти обкомне çул тытнă. Произведение итлесе пăхма радиокомитета йыхравланă. Тен, мĕн те пулин ытлашши е çитмест? Нумайăшĕ чи малтан Илья Павловичăн, ун хыççăнхи идеологсен /çав шутра Александр Петровăн/ шухăш-сĕнĕвне пĕлесшĕн пулнă. Çитменлĕх çинчен асăрхаттарсан никам та кÿренмен. Пĕррехинче Александр Петрович хăй те Николай Терентьев драматург çырнă, Валерий Яковлев режиссер лартнă спектакле халăх умне кăлариччен кăшт улăштарма ыйтнă. Куншăн пĕр-пĕриншĕн тăшман пулса юлман, халĕ те туслă. Пултарулăх ĕçченĕсем /вĕсем кăна мар/ Илья Прокопьева питĕ хисепленĕ. Пухусенче вăл лайăххине кăна каламан, çитменлĕхсене те уйрăммăн асăннă, вĕсене пĕтермелли майсене палăртнă. КПСС Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче Илья Павлович пек нумай ĕçлекен пулман, вăл унта 14 çул вăй хунă. Çак тытăмри ытти должноçра 12 çул иртнĕ. Пĕтĕмпе чĕрĕк ĕмĕр ытла халăхшăн тăрăшнă. Ĕçе кăмăлтан тунă. Кун пек чухне йывăрлăха та çăмăллăн парăнтаратăн. Пуçлăхсене, ертÿçĕсене те обкомăн пĕрремĕш секретарĕ сасă хăпартса вăрçман. "Эсир пирĕн шанăçа тÿрре кăлараймарăр", – тесе лăпкăн кăна палăртнине асăнать Александр Петрович. Сĕтел хушшине ларнă, анчах… Вăл аса илнĕ тăрăх – чăвашсен ертÿçи ытти регионри ĕçтешĕсенчен те сăпайлăхпа уйрăлса тăнă. Нихăçан та эрех-сăрапа иртĕхмен. Çавăн пек çÿллĕ шайра ĕçлесен те алла черкке тытма тÿр килмен-ши тесе иккĕленетĕр пулĕ-ха. Ыттисемпе пĕрле сĕтел хушшине ларнă, паллах, анчах час-часах хаяр шĕвеке шывпа хутăштарнă е çырла сĕткенĕ ĕçнĕ. Пысăк çынсемпе тĕл пулнă хыççăн ĕç пÿлĕмĕнчех сывпуллашма тăрăшнă, кафе-ресторана сайра тухнă е ĕçтешне ăсатма ыйтнă. Кăнтăрлахи апата та килне çÿренĕ. Апатланас тĕлĕшпе çирĕп йĕркене пăхăннă: каçхине ултă сехет хыççăн пач çимен, чей те ĕçмен. Çамрăк чухне хырăмлăхĕн пĕр пайне касса илнĕрен сывлăхне упранă. Чĕлĕм те туртман. Çавăнпа 90 çула пурăнса çитрĕ те. Эрех-сăрасăрах савăнма пултарнă. Александр Петров сăмахĕпе вăл питĕ нумай юрă пĕлнĕ, юлташĕсемпе пĕрле пуçтарăнсан вĕсене хăй малтан тăсса янă. Ташлама та юратнă. Çемйи /мăшăрĕ, ывăлĕпе хĕрĕ/ те унпа кăмăллă пулнă. "Питĕ ĕçлеме юрататчĕ, пултарулăхĕ, хăвачĕ тапса тăратчĕ, хаваслă /паллах, виçине пĕлнĕ/, пысăк культурăллă çын", – пĕтĕмлетрĕ шухăшне Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕн должноçĕнче ун хыççăн вăй хунă ĕçтешĕ. Паян Чăваш наци музейĕнче Илья Прокопьева халалланă курав уçăлать. Унăн пархатарлă ĕçĕпе, пурнăçĕпе, çемйипе экспонатсем, сăнÿкерчĕксем, документсем, патшалăх наградисем туллин паллаштараççĕ. Унсăр пуçне унăн литературăри пултарулăхĕ çинчен те пĕлме пулать. Ыран вара Чăваш Наци библиотекинче Илья Павловичăн юбилей каçне ирттереççĕ. Хыпара çакăнтан илнĕ: Ятлă-сумлă, харсăр чунлă Вернуться назад |