Чувашский государственный институт гуманитарных наук > Новости > Чăваш Ен делегацийĕ Тюменьри «Бичурин вулавĕсене» хутшăнчĕ

Чăваш Ен делегацийĕ Тюменьри «Бичурин вулавĕсене» хутшăнчĕ

Чăваш Ен делегацийĕ Тюменьри «Бичурин вулавĕсене» хутшăнчĕЧÿк уйăхĕн 17-19-мĕшĕсенче Тюмень тăрăхĕнчи чăвашсене пĕрлештерсе тăракан «Тăван» Ассоциаци 25 çул тултарнине халалланă «Бичурин вулавĕсем» иртрĕç. Йăхташсен уявне Чăваш наци конгресĕн президенчĕн çумĕ, президиум пайташĕ Нина Петрова, пресс-служба ертÿçи Зоя Яковлева, Кÿкеçри «Бичурин тата хальхи самана» музей директорĕ, ЧНК «чăваш хĕрарăмĕ» комитет пайташĕ Ирина Удалова, чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн наука сотрудникĕ Анна Александрова хутшăнчĕç.
Вĕсем Тюмень облаçĕнчи чăвашсем патне ЧНК президенчĕн Николай Угасловăн саламне илсе çитерчĕç, «Тăван» Ассоциацине аталанма пулăшакансенчен чи хастаррисене: Тюмень облаçĕн ертÿлĕхĕнчи наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Евгений Воробьева, «Регион-Тюмень» ГТРК операторне Анатолий Омельчука, «Тăван» Ассоциаци хастарне Ольга Федоровнăна Хисеп хучĕсемпе чысларĕç.
Чăваш Республикин Культура, национальнăçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн Константин Яковлевăн салам сăмахĕсене Ирина Удалова вуласа пачĕ, вăлах министерствăн Хисеп хучĕпе Тюмень облаçĕн Думин председателĕн çумне Геннадий Корепанова, Тав çырăвĕпе культурологи докторне Лилия Деминăна, Анат Тавта ялĕнчи культура çурчĕн директорне Наталья Бураковăна, «Тăван» Ассоциаци хастарне, ал-ĕç ăстине Ольга Антоновăна чысларĕ.
Тюмень облаçĕн ертÿлĕхĕнчен те хăнасем пулчĕç. Кунти чăвашĕсен "Тăван" пĕрлĕхне саламлама облаç кĕпĕрнаттăрĕн çумĕ В.М.Вахрин, наципе культура автономийĕсен ĕçĕсене тимлекен уйрăм ертÿçи Л.И.Шабанов, вĕренÿпе наука департаменчĕн тĕп специалисчĕ О.Ф.Гроо çитрĕç.
«Бичурин вулавĕсем» наукăпа практика конференцинче Шупашкар районĕнчи «Бичурин тата хальхи самана» музей директорĕ Ирина Удалова хăйсен музейĕнче мобиллĕ технологипе мĕнле усă курни çинчен каласа пачĕ. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕнчен килнĕ Анна Александрова Тăвай тăрăхĕнчи Эль кÿлли вăртăнлăхĕсене наука чĕлхипе уçса пачĕ.
Тюмень тăрăхĕнчи Горьковка ялĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлу паракан вăтам шкулта вĕренекен Ирина Сазыкина чăвашпа вырăс тĕррисенчи уйрăмлăхсене ăнлантарса пачĕ.
Пĕтĕм тĕнчери наукăпа практика конференцине Эстонинче пурăнакан пирĕн ентеш Ираида Захарова та хутшăнма кăмăл тунă. Вăл Таллинти «Volgomaa» ятлă чăваш диаспорине ертсе пырать, хăй вăйĕпе ку хулара чăваш тĕррин музейне йĕркеленĕ. Ираида Виталиевна çак музей ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа панине конференцине пуçтарăннисем кăсăкланса итлерĕç.
Çанталăк ытлашши сивĕтнине пула малтан палăртнă пек Тобольск хулинчи Бичуринпа çыхăннă вырăнта асăну хăми уçма май пулмарĕ. Çапах та уява килнĕ хăнасемпе кунта пурăнакан чăвашсем Тобольск хулинче экскурсинче пулчĕç. 1806-1807 çулсенче Никита Бичурин ссылкăра пулнă чух пурăннă тата семинаринче вĕрентнĕ вырăнсенче пулса курчĕç. Асăну хăми çакма палăртнă «Знаменски мăнастир» çурчĕпе паллашрĕç.

ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева.
(сăнукерчĕксем авторăн)

Хыпара çакăнтан илнĕ: Чăваш Ен делегацийĕ Тюменьри «Бичурин вулавĕсене» хутшăнчĕ

Чăваш Ен делегацийĕ Тюменьри «Бичурин вулавĕсене» хутшăнчĕЧăваш Ен делегацийĕ Тюменьри «Бичурин вулавĕсене» хутшăнчĕ

Вернуться назад