Чувашский государственный институт гуманитарных наук > О нас говорят > Наум Урхин ачисемпе мӑнукӗсем чӑвашла вӗрентменнишӗн пӑшӑрханчӗҫ

Наум Урхин ачисемпе мӑнукӗсем чӑвашла вӗрентменнишӗн пӑшӑрханчӗҫ

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян Наум Урхи ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа «Чӑваш литература чӗлхин норми тата хальхи пуплев практики» ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ пуласси пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Конференци институтӑн ӑслӑлӑх канашӗн залӗнче пулчӗ.
Тухса калаҫакансен йышӗнче Эдуард Лебедев (вӑл чӑваш чӗлхи тӗпчевҫин ӗҫӗсем пирки каласа пачӗ), Николай Егоров, Виталий Сергеев, Атнер Хусанкай, Олег Студенцов, Юрий Виноградов, Владимир Иванов (Наум Урхин «Фауст» куҫарӑвӗ пирки каласа пачӗ), Александр Кузнецов тата ыттисем пулчӗҫ.
Конференцие ҫавӑн пекех Наум Урхин тӑванӗсем, ачи тата мӑнукӗсем хутшӑнчӗҫ. Вӗсем чӑвашла пӗлменрен конференци вырӑсла иртрӗ. Халӗ Украинӑра ӗҫлесе пурӑнакан Наум Андреевичӑн мӑнукӗ Елена Дегтярёва хӑйӗн аслашшӗ ун асӗнче мӗнпе асра юлнине каласа пачӗ. Вӑл уйрӑмах чӑваш чӗлхине пӗлменнишӗн куллянчӗ — хӑй вӑхӑтӗнче шкулта чӑваш чӗлхи вӗрентмен иккен. Халӗ, 60-тан каҫнине пула, шел пулин те вӗренейместӗп тесе палӑртрӗ. Ҫавах аслашшӗ ҫырнӑ кӗнекесене (чӑвашлисене) питӗ вулас килни пирки пӗлтерчӗ.

Хыпара çакăнтан илнĕ: Чӑваш чӗлхи: Наум Урхин ачисемпе мӑнукӗсем чӑвашла вӗрентменнишӗн пӑшӑрханчӗҫ


Наум Урхин ачисемпе мӑнукӗсем чӑвашла вӗрентменнишӗн пӑшӑрханчӗҫНаум Урхин ачисемпе мӑнукӗсем чӑвашла вӗрентменнишӗн пӑшӑрханчӗҫ
Наум Урхин ачисемпе мӑнукӗсем чӑвашла вӗрентменнишӗн пӑшӑрханчӗҫ
Наум Урхин ачисемпе мӑнукӗсем чӑвашла вӗрентменнишӗн пӑшӑрханчӗҫ
Наум Урхин ачисемпе мӑнукӗсем чӑвашла вӗрентменнишӗн пӑшӑрханчӗҫ
Наум Урхин ачисемпе мӑнукӗсем чӑвашла вӗрентменнишӗн пӑшӑрханчӗҫ
Наум Урхин ачисемпе мӑнукӗсем чӑвашла вӗрентменнишӗн пӑшӑрханчӗҫ
Наум Урхин ачисемпе мӑнукӗсем чӑвашла вӗрентменнишӗн пӑшӑрханчӗҫ
Наум Урхин ачисемпе мӑнукӗсем чӑвашла вӗрентменнишӗн пӑшӑрханчӗҫ
Наум Урхин ачисемпе мӑнукӗсем чӑвашла вӗрентменнишӗн пӑшӑрханчӗҫ

Вернуться назад