Чувашский государственный институт гуманитарных наук > Мероприятия > 2016 çулхи раштав уйăхĕн 6-мĕшĕнче Наум Андреевич Андреев-Урхи (1891–1984) çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланă конференци ĕçлерĕ

2016 çулхи раштав уйăхĕн 6-мĕшĕнче Наум Андреевич Андреев-Урхи (1891–1984) çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланă конференци ĕçлерĕ

2016 çулхи раштав уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăх канашĕн залĕнче паллă чăваш чĕлхеçи Наум Андреевич Андреев-Урхи (1891–1984) çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланă «ЧĂВАШ ЧĔЛХИН ЛИТЕРАТУРА НОРМИ ТАТА ХАЛЬХИ ПУПЛЕВ ПРАКТИКИ» Регионсен ăслăлăхпа ĕçлĕх конференцийĕ ĕçлерĕ. Ăслăлăх ларăвне Чăваш, Тутар, Пушкăрт Республикисенчи (инçетри ăсчахсем - кĕретсĕр майпа) чĕлхепе литература тĕпчевçисем, аслă тата вăтам шкул вĕрентекенĕсем хутшăнчĕç. Украинăри Днепропетровск хулинчен Н.А. Андреев-Урхин мăнукĕ, тĕнчипе паллă ракетăсене ("Сатана" ятлăскерсене) ăсталама пулăшакан конструктор бюровĕнче пай пуçлăхĕ пулса ĕçлекен Елена Юрьевна Дегтярёва та килсе çитрĕ. Вăл хăйĕн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ пирки аса илчĕ, аслашшĕ ун пурнăçĕнче мĕнле йĕр хăварни, мĕнлерех вырăн йышăнни пирки каласа кăтартрĕ. Конференцие килнĕ хăнасен шутĕнче Наум Андреевичăн тăван хĕрĕ, 93 çула çитнĕ Валентина Наумовна, пулчĕ. Вăл ашшĕпе амăшĕ менле пурăннине, килте ăшăлăхпа килĕшÿлĕх хуçаланнине, Наум Урхин тĕрлĕ енлĕ пултарулăх (вĕлле тытса пыл тăвас, пахча çимĕçпе улма-çырла ÿстерес, тĕрлĕ ал ĕç тăвас т.ыт.те) пулнине каласа кăтартрĕ. Тăванĕсенчен Шупашкарта пурăнакан мăнукĕ Игорь Львович, Наум Урхин кинĕ Прасковья Петровна пулчĕç. Вĕсемсĕр пуçне Наум Урхине хăй ача чухне пĕлнĕ, ачисемпе туслă пулнă, хăнана нумай хут килне кĕрсе тухнă пĕлĕшĕ О.М. Абрамова çитрĕ. Программăра палăртнă çынсенчен нумайăшĕ тухса калаçрĕ. Докладчиксем Наум Андреевичăн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне хак пачĕç, ун пек çын историре пĕрре пулнине аса илчĕç (вăл хăй çырнă кĕнекесем тăрăх экзамен тытса 77 çулта университет дипломне алла илнĕ). Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче ăс, пĕлÿ пухса чăваш ăслăлăхĕнче тарăн йĕр хăварнă Чĕлхеçĕмĕрĕн тăванĕсемпе пĕлĕшĕсем ашшĕне, аслашшĕне, пăятамне, пĕлĕшне манманшăн, пысăк йышпа пуçтарăнса типĕ конференци кăна мар, кашни докладчикпа куçа-куçăн, çума-çумăн ларса калаçма, хыпар пĕлтерсе ыйтусем пама май туса панăшăн институт ертÿçисемпе ĕçтешĕсене чĕререн тав турĕç. Тата 5 çултан çакăн пекех тĕл пулса ăшшăн калаçма май пуласса шаннине пĕлтерчĕç.

Конференцие хутшăнакансем ăслăлăх библиотекипе архивĕ ĕçченĕсем хатĕрленĕ куравпа паллашма пултарчĕç. Унта Н.А. Андреев-Урхин паллă ĕçĕсем, архивра упранакан ал çырăвĕсем вырăн тупнă.

2016 çулхи раштав уйăхĕн 6-мĕшĕнче Наум Андреевич Андреев-Урхи (1891–1984) çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланă конференци ĕçлерĕ2016 çулхи раштав уйăхĕн 6-мĕшĕнче Наум Андреевич Андреев-Урхи (1891–1984) çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланă конференци ĕçлерĕ

Вернуться назад