Чувашский государственный институт гуманитарных наук > О нас говорят > Паллă журналист, тĕпчевçĕ тата общество деятĕлĕ Алексей Леонтьев 60 ҫул тултарчĕ

Паллă журналист, тĕпчевçĕ тата общество деятĕлĕ Алексей Леонтьев 60 ҫул тултарчĕ

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче «Мифология чувашей: истоки, эволюция и культурные взаимосвязи» кӗнеке хӑтлавĕ иртрĕ. Ăна Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ А.П.Леонтьев 60 ҫул тултарнине халалларĕç.
Институтăн лару залне ăсчахсем, вĕрентекенсем, журналистсемпе культура ĕçченĕсем пуçтарăнчĕç. Культура, национальноçсен тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов та "çавра сĕтеле" килчĕ. Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем те Алексей Петровича çавра çулпа саламлама чылайăн çитрĕç: конгресс президенчĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Клементьев, президент çумĕ Петр Ивантаев, «Чăваш ялĕ» комитет председателĕ Эдуард Бахмисов, президиум пайташĕ Николай Лукиянов тата ыттисем те.
Савăнăçлă лару-тăрура «çавра сĕтеле» гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Петр Краснов уçрĕ. Вăл кĕскен Алексей Петровичăн ĕçлĕ кун-çулне тишкерчĕ, çирĕм çул ытла чăвашсен тĕп хаçатне - «Хыпара» ăнăçлă ертсе пыма çакнашкал хăюллă та анлă тавракурăмлă ертÿçĕ кăна пултарнине асăнчĕ. «Пирĕн институтра вăл çĕнĕ тапхăр пуçларĕ, наукăшăн, историшĕн, этнологи программишĕн тăрăшса ĕçлет. Халĕ вăл тата чăваш мифологине тĕпчет», - терĕ институт ертÿçи.
Ун хыççăн Петр Васильевич Ивантаев сăмах илчĕ. «Çĕн йĕркелÿ тапхăрĕнче Алексей Петрович республика пурнăçне кăкăрпа сирсе, чавса кĕрсе кайрĕ темелле. Калама çук çивĕч статьясем çыратчĕ вăл, халĕ те çав шăнăр пур унра»,- палăртрĕ Петр Васильевич.
Хăй вăхăтĕнче «Хыпар» чи вулакан хаçат пулнине, Чăваш наци конгресĕнче те Алексей Леонтьев мĕн пуçланнăранпах чи хастарри, халĕ те обществăлла майпа президент çумĕ, массăлла информаци хатĕрĕсемпе ĕçлекен комитет пуçлăхĕ пулнине асăнчĕ Петр Ивантаев.
Культура министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов сумлă юбиляр çырнă кĕнекесенче пурнăç тĕшши пуррине, кирлĕ, усăллă шухăшсем нумайине, вăл хăй те çак кĕнекесене тĕплĕн вуласа пурнăçра усă курнине каларĕ. Вячеслав Николаевич чăваш халăхĕн пуласлăхĕшĕн хăватлă ĕçсем тунăшăн Алексей Леонтьева ЧР Культура министерствин Хисеп хутне парса чысларĕ.
Гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн тĕп наука сотрудникĕ Виталий Петрович Иванов пухăннисен умĕнче сумлă юбиляр икĕ çул хушшинче институтра мĕнлерех наука тишкерĕвĕсем тунине, чăваш мифологине еплерех анлăн тĕпчени çинчен калас пачĕ.
Тĕплĕнрех Алексей Петрович Леонтьевăн наука ĕçĕсен кăтартмăшне истори наукисен кандидачĕ Геннадий Матвеев пухса хатĕрленĕ. Йăлана кĕнĕ пек ăна институт брошюра туса кăларнă.
Чăваш наци конгресĕн президенчĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Клементьев сумлă юбиляр конгресс ĕç-хĕлне пуçĕпех парăннă, чăваш халăхĕн пуласлăхĕшĕн пурăнакан çын пулнине асăнчĕ. Çитес çул ЧНК йĕркеленĕренпе чĕрĕк ĕмĕр çитет. Çавна май конгресс президиумĕ йышăннă тăрăх сумлă кĕнеке кăлармалла. Паллах, Чăваш наци конгресĕн историне, кун-çулне Алексей Петрович пек лайăх пĕлекенни, документсене сыхласа усраканни никам та çук. Валерий Клементьев конгресс ĕç-хĕлĕ çинчен каласа паракан сумлă кĕнеке кăларассине Алексей Леонтьева кăна шанса панине каларĕ.«ЧНК «Чăваш тĕнчи» хаçатне те миçе çул ĕнтĕ Алексей Петрович редакцилесе тăрать, çавăншăн та ăна пысăк тав»,- терĕ Валерий Клементьев юбиляра парнелĕх чăваш тĕрриллĕ кĕпе панă май.
Сумлă çавра çулне паллă тăвакан журналист, тĕпчевçĕ тата ăсчах çинчен чылайăн тухса калаçма кăмăл турĕç. Пурте Алексей Петровичăн анлă тавракурăмне, ĕçченлĕхĕпе тĕплĕн ĕçлеме пултарнине асăнчĕç.Кирек мĕнле ĕç шанса парсан та, вăл ăна яваплăха туйса, халăхшăн тăвать. Ĕмĕрне чăваш журналистикине панă, халĕ наука ĕçне пуçĕпех кÿлĕннĕ юбиляр Алексей Леонтьев пурне те чунтан, таса кăмăлпа калаçнăшăн, унăн пултарулăхри ĕçĕсене пысăк хак панăшăн тав сăмахĕ каларĕ.

ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева.

Источник: Паллă журналист, тĕпчевçĕ тата общество деятĕлĕ Алексей Леонтьев 60 ҫул тултарчĕ

Паллă журналист, тĕпчевçĕ тата общество деятĕлĕ Алексей Леонтьев 60 ҫул тултарчĕПаллă журналист, тĕпчевçĕ тата общество деятĕлĕ Алексей Леонтьев 60 ҫул тултарчĕ

Вернуться назад