Чувашский государственный институт гуманитарных наук > Новости > «ПОД ГРИФОМ «СЕКРЕТНО»: НЕИЗВЕСТНЫЕ И МАЛОИЗВЕСТНЫЕ СТРАНИЦЫ ИСТОРИИ ЧУВАШИИ ВРЕМЕН ВЕЛИКОЙ ОТЕЧЕСТВЕННОЙ ВОЙНЫ» кĕнекепе паллашнă хыççăнхи шухăшсем
«ПОД ГРИФОМ «СЕКРЕТНО»: НЕИЗВЕСТНЫЕ И МАЛОИЗВЕСТНЫЕ СТРАНИЦЫ ИСТОРИИ ЧУВАШИИ ВРЕМЕН ВЕЛИКОЙ ОТЕЧЕСТВЕННОЙ ВОЙНЫ» кĕнекепе паллашнă хыççăнхи шухăшсем |
|
Унпа ятарласа паллашнă чухне хамăрăн ял ятне «пырса тивекен» çыру-документ та куç тĕлне лекрĕ (паллах, вĕсен шучĕ темиçе теçетке те пулма пултарать!). Нумай хурлăхпа пайтах чăтăмлăх тӳснĕ çĕр-шыв суранĕсем пурăннă чух пире аса илтерсех тăраççĕ иккен. Курайман тăшманран тасатнă вăрçă паттăрĕсене манас марччĕ тетпĕр эпир те куллен. Уйрăмах хальхи вăхăтра та тĕрлĕ йывăрлăхсене те чăтса ирттерме хатĕрскерсем, „вăрçă-харçă кăна ан пултăрччĕ“ тесе хамăра лăплантаратпăр. Асăннă çырăва çыраканĕ - М.П. Тарасова, ЧАССР, Вăрнар станцийĕ, Тулти Пăртас ялĕ, 115 çурт (асăннă ĕçри 382 с.). Адресĕ: Антонина Сергеевна Преснухинăна. Ивановски обл., с. Палех, Ленин урамĕ, 60 çурт. Хальхи Пăртас ялне эвакуаципе аякран килĕ çын кунти пурнăç пирки çапларах çырать (кукамай тата апай каласа панă тăрăх, вĕсем патĕнче пӳрт пысăкрах пулнăран, тĕрĕсех аса илетĕп пулсассăн, Прибалтикăран килнисем тăваттăн пурăннă. Кукаç вара, Михайлов Ананий Михайлович (1904-11.06.1943) тискер вăрçăра хыпарсăр çухалнă): «…Тося, уяв мĕн иккенне эпĕ туймарăм, анчах та кунта пурăнакан çынсем 4 кун уявларĕç497. (Ахăртнех, ноябрĕн 7–8-мĕшĕсенче Совет Союзĕнче Социализмла Аслă Октябрь революцийĕн кунне паллă туни пирки сăмах пырать пулĕ). Ну, мĕн тăвас тейĕн, эпĕ çапла телейсĕр пулнă пулсан. Хĕл çитрĕ, манăн вара пĕр пуленкке вутă та çук. Ох, мĕн таранчченех çакă мана йăлăхтарса çитерчĕ. Хамăн тăван çĕр-шыва каялла таврăнас вăхăта кĕтсе илейрес çук пуль. Кунран кун япăхрах. Уйăхне 3 кило çăнăх илетпĕр те урăх ним те çук. Пире, эвакуаципе килнĕскерсене, никам та пăхмасть, питĕ япăх ку. Ленинградрах вилмеллеччĕ, ют çĕрте мар. Тося, малашне епле пурăнассине пачах та пĕлместĕп. Чи кирли, пĕтĕмпех хаклă, укçа вара çук, малашне мĕн пулассине Турă çеç пĕлет». Тарасова М.П., ЧАССР, ст. Вурнары, дер. Т(олды) Бурдасы, д. 115, Преснухиной Антонине Сергеевне, Ивановская обл., с. Палех, ул. Ленина, дом 60, пишет: «… Тося, праздника я не чувствовала, но люди, здешние жители, гуляли 4 дня497. (Очевидно, речь идет о годовщине Великой Октябрьской социалистической революции, отмечавшейся в Советском Союзе 7 и 8 ноября). Ну что поделаешь, раз я такая несчастная. Зима на дворе, а дров ни полена. Ох, как это все надоело. Не дождаться той счастливой минуты, когда буду на родине. День за днем становится все сквернее. Хотя получаем 3 кило муки на месяц, больше ничего. Очень плохо, что на нас, на эвакуированных, не обращают никакого внимания. Лучше было бы умереть в г. Ленинграде, чем на чужой стороне. Тося, я прямо не могу представить, как я в дальнейшем буду жить. Главное, все дорого, а денег нема, что ожидает – только один Бог знает». Л. Атлай Вернуться назад |