Чувашский государственный институт гуманитарных наук > Новости > Ăслăлăх архивĕн ĕçĕ-хĕлĕ

Ăслăлăх архивĕн ĕçĕ-хĕлĕ

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăх архивĕ тĕпрен илсен çак ĕçе пурнăçлать: документсене упраса хăварса шута илесси, фонда çĕнĕ управ единицисемпе пуянлатасси, документсемпе усă курасси (архива килекенсене тивĕçтересси), архив докуменчĕсене информаципе шырав системи тăрăх тупмалла тăвасси.
Паян пирĕн умра тăракан тĕп тĕллевсенчен пĕри – архив фончĕсене упраса хăварасси. Ку тĕлĕшпе эпир тĕрлĕ ĕç туса ирттеретпĕр. Чăваш Республикин электронлă тата кинодокументаци патшалăх архивĕпе пĕрле пысăк ĕç тăватпăр. Сăмахран, иртнĕ çул эпир кивĕ кинолентăсем çинче упранакан материалсене çĕнĕрен йĕркелесе (оцифровка туса) компьютера кĕртрĕмĕр. Çав шутра чăвашсен пурнăçĕ тата йăли-йĕрки пирки ӳкернĕ «Страна Чувашская» (1927 ç.) фильм, «Иван Яковлевич Яковлев» сюжет (1928 ç.), Чăваш Енпе çыхăннă «На Волге широкой» (1976 ç.) киножурнал тата ыттисем те. Хăш-пĕр киносюжетсене эпир интернета вырнаçтарнă. Вĕсемпе YouTube-ра паллашма пулать тата институт сайтне кĕрсе курма май пур.
Кунсăр пуçне эпир магнитофон лентисем çинче упранакан экспедици материалĕсене те хальхи управ хатĕрĕсем çине куçаратпăр. Паянхи куна пурĕ 59 лента куçарнă. Вăл шутра 1949 ç. çырса илнĕ Гавриил Федоров юрлакан юрăсем, Ираида Вдовина янратнă чăваш халăх юррисем (1976 ç.), 1963-1971 çç. экспедици материалĕсем тата ытти.

Вернуться назад