Чувашский государственный институт гуманитарных наук > О нас говорят > Ӑслӑлӑх кунне палӑртма икӗ министр ҫитнӗ

Ӑслӑлӑх кунне палӑртма икӗ министр ҫитнӗ

Нарӑсӑн 8-мӗшӗнче Раҫҫейре Ӑслӑлӑх кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Вӑл уява пуҫласа Борис Ельцин хӑй вӑхӑтӗнче, 1999 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗнче, кӗртнӗччӗ. Ҫапла май ӑслӑлӑх анинче тӑрмашакансен хӑйсен професси уявӗ пур.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ те ҫак куна палӑртмасӑр хӑварма пултарайман — унта паян пӗтӗмлетӳллӗ ӑслӑлӑх сессийӗ иртнӗ. Вӑл икӗ кун тӑсӑлӗ — ӑсчахсен доклачӗсене паян кӑна мар, ыран та итлеме пулӗ.
Ӑслӑлӑх сессине институт директорӗ Пётр Степанович Краснов уҫрӗ. Паянхи ларусенче икӗ доклада сӳтсе яврӗҫ. Пӗрине Гусаров Юрий Владимирович вуларӗ, теприне — Харитонова Валентина Григорьевна. Уйрӑмах Юрий Владимирович доклачӗ кӑсӑклӑ пулчӗ — вӑл XIX ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринчен пуҫласа ХХ ӗмӗр пуҫламӑшӗ хушшинче вырӑсларан чӑвашла куҫарнӑ кӗнекесем пирки каласа пачӗ, Николай Ильминский умӗнче чӑннипе мӗнле тӗллевсем тӑни ҫинчен уҫса пачӗ. Сӳтсе явакансем те чылай пулчӗҫ — кашни хӑйӗн шухӑшне пӗлтерчӗ.
Валентина Григорьевнӑн докладне итлеме вара икӗ министр (Юрий Исаевпа Константин Яковлев) тата Патшалӑх Канашӗ Председателӗ Валерий Филимонов килчӗҫ. Пысӑк тӳре-шарасен тӗллевӗ, паллах, урӑхличчӗ — вӗсем ӑслӑлӑх ӗҫченӗсене професси уявӗпе саламлама, хисеп хучӗсемпе чыслама килчӗҫ. Ҫавах та Валентина Харитоновӑн докладне пуҫламӑшӗнчен пуҫласа вӗҫне ҫитиех итлесе ларчӗҫ. Валерий Николаевич вара ӑсчах ӗҫӗ питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине асӑнчӗ, ку ӗҫпе патшалӑх структуринче ӗҫлекенсене те паллаштарма ыйтрӗ.
Ыран ӑсчахсем Георгий Фёдоров ӗҫӗсем тавра докладсем тӑвӗҫ, тата А. Трофимовӑн кӗнекине хӑтлӗҫ. Икӗ пайӗ те ӳнерпе тата чӗлхе пӗлӗвӗпе кӑсӑкланакансене интереслӗ пулма тивӗҫ. Ӑслӑлӑх сессийӗ 9 сехет ҫурӑра пуҫланӗ.

Хыпара çакăнтан илнĕ: Ӑслӑлӑх: Ӑслӑлӑх кунне палӑртма икӗ министр ҫитнӗ


Ӑслӑлӑх кунне палӑртма икӗ министр ҫитнӗӐслӑлӑх кунне палӑртма икӗ министр ҫитнӗӐслӑлӑх кунне палӑртма икӗ министр ҫитнӗ
Ӑслӑлӑх кунне палӑртма икӗ министр ҫитнӗ
Ӑслӑлӑх кунне палӑртма икӗ министр ҫитнӗ
Ӑслӑлӑх кунне палӑртма икӗ министр ҫитнӗ

Вернуться назад