Чувашский государственный институт гуманитарных наук > О нас говорят > XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи хресченсен пурнӑҫне кӑтартакан кӗнеке

XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи хресченсен пурнӑҫне кӑтартакан кӗнеке

XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи хресченсен пурнӑҫне кӑтартакан кӗнекеӐслӑлӑх кӗнекисен йышӗ ҫӗнӗ кӑларӑмпа пуянланчӗ — Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ «Волжское крестьянство во второй половине XIX–начале XX века: этюды по истории и этнологии» (чӑв. XIX иккӗмӗш ҫуррипе XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи Атӑлҫи тӑрӑхӗн хресченӗсем: истори тата этнологи этючӗсем) ятлине кун ҫути панӑ. 312 страницӑллӑ кӗнекере автор — Геннадий Алексеевич Николаев — хресченсен пурнӑҫӗн тӗрлӗ енӗсене ҫутатса панӑ. Ку кӑларӑм историксемшӗн, халӑхсене тӗпчекенсемшӗн, студентсемшӗн тата ыттисемшӗн кӑсӑклӑ пулма тивӗҫ.
Николаев Геннадий Алексеевич — истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑхпа аталану енӗпе директор ҫумӗ вырӑнне йышӑнать. 1956 ҫулхи ҫӗртмен 28-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Нӳшкасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. 1994 ҫулта кандидат диссертацине хӳтӗленӗ. Геннадий Алексеевич 100 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн авторӗ.

Хыпара çакăнтан илнĕ: Ӑслӑлӑх: XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи хресченсен пурнӑҫне кӑтартакан кӗнеке

Вернуться назад