Чувашский государственный институт гуманитарных наук > Новости > Институтри филологи пĕрлĕхĕн сăмах кĕнеки, ярăмлă кăларăм пайĕн ĕçтешĕ Николай Плотников пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче 40 çул тултарчĕ

Институтри филологи пĕрлĕхĕн сăмах кĕнеки, ярăмлă кăларăм пайĕн ĕçтешĕ Николай Плотников пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче 40 çул тултарчĕ

Институтри филологи пĕрлĕхĕн сăмах кĕнеки, ярăмлă кăларăм пайĕн ĕçтешĕ Николай Плотников пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче 40 çул тултарчĕПирĕн Институтри филологи пĕрлĕхĕн сăмах кĕнеки, ярăмлă кăларăм пайĕн ĕçтешĕ Николай Плотников пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче 40 çул тултарчĕ. Вăл Чăваш халăх сайчĕн тĕп администраторĕ, ăна Николай Алексеевич 12 çул каялла йĕркелесе янă, çулран çул тĕрлĕ сайтсемпе пуянлатса пынă. Чăваш чĕлхине электронлă уçлăха кăларнипе пĕрлех вăл шкул ачисем валли 12 ăмăрту конкурс йĕркелесе ирттернĕ. Николай Алексеевич нумай томлă «Чăваш чĕлхин ăнлантару сăмах кĕнекине» хатĕрлес ĕçе хастар хутшăнать.
Юбиляр ячĕпе институт тулашĕнчен те ăшă саламсем çитрĕç. Унăн ĕçне тивĕçлипе хакласа Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Анатолий Аксаковпа Олег Николаев, Чăваш наци конгресĕн хисеплĕ президенчĕ Атнер Хусанкай тата ытти сумлă çынсем саламларĕç. Сăмахран, Юрий Николаевич хăйĕн сăмахне «Çакăн пекех хăватлă та пултаруллă ĕçлеме сан яланах вăй пултăр!» тесе вĕçленĕ.

Вернуться назад