Чувашский государственный институт гуманитарных наук > Новости > Институтăн ăслăлăх архивне Мефодий Федорович Чернов профессорăн харпăр архивĕ килсе çитрĕ

Институтăн ăслăлăх архивне Мефодий Федорович Чернов профессорăн харпăр архивĕ килсе çитрĕ

Институтăн ăслăлăх архивне Мефодий Федорович Чернов профессорăн харпăр архивĕ килсе çитрĕ
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчĕн ăслăлăх архивне чăваш чĕлхин паллă тĕпчевçин, филологи ăслăлăхĕсен тухтăрĕн, Чăваш Республикин наука тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Мефодий Федорович Чернов (1930.04.28, Шупашкар районĕ, Малти Ункăпуç – 2007.01.01, Шупашкар) профессорăн харпăр архивĕ килсе çитрĕ. Архив тĕпрен илсен çак материалсенчен тăрать: ал çырусем (вăл шутра пичетленмен тĕпчев ĕçĕсем те), отзывсемпе рецензисем, саламлă çырусем, кун-çулĕпе тата ăслăлăхри ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă материалсем.

Вернуться назад