Чувашский государственный институт гуманитарных наук > Новости > Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2017

Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2017

Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2017«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2017» акцин йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ 2017 çулхи ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче иртет. Пурне те 15 сехетре институтăн Ăслăлăх канашĕн залĕнче кĕтетпĕр.

Кун йĕркинче:
1. «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2017» акцие ирттерме хатĕрленес ĕçри татса паман ыйтусемпе йывăрлăхсем.
2. Диктант тексчĕсен конкурсне пĕтĕмлетни.
3. «Тăван радио» тата «Наци радиовĕ» эфирĕсенче диктант текстне вулакана çирĕплетни.
4. «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2017» акци сăн-сăпатне çирĕплетни.
5. Диктант текстне аудиторисенче вулакансен йышне палăртни.
6. Диктант текстне вулакансемпе заняти ирттермелли вăхăта палăртни.
7. Чăваш орфографийĕпе пунктуацийĕн правилисене аса илес текенсем валли заняти ирттермелли вăхăта палăртни.
8. Диктант тексчĕсене тĕрĕслекенсен йышне йĕркелени.
9. Тĕрлĕрен.

Чăваш Енри Аннепе Атте çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă
«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ»- 2017» акцин йĕркелÿ комитечĕ

Краснов Петр Степанович, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ (председатель),

Анисимова Юлия Елисеевна, Чăваш наци конгресĕн Президиумĕн пайташĕ (калаçса татăлнă тăрăх),
Белов Алексей Георгиевич, Чăваш Ен наци телерадиокомпанийĕн директорĕ (калаçса татăлнă тăрăх),
Вашуркина Татьяна Геннадиевна, «Хыпар» хаçатăн директорĕ - тĕп редакторĕ (калаçса татăлнă тăрăх),
Дегтярёв Геннадий Анатольевич, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ,
Денисова Татьяна Витальевна, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш чĕлхипе литература кафедрин пуçлăхĕ (калаçса татăлнă тăрăх),
Долгова Алевтина Петровна, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ,
Иванова Алена Михайловна, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн деканĕ (калаçса татăлнă тăрăх),
Кириллова Ирина Юрьевна, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ,
Кузнецов Александр Валерьянович, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ,
Никифоров Геронтий Лукиянович, Чăваш наци конгресĕн Президиумĕн пайташĕ (калаçса татăлнă тăрăх),
Петров Леонид Порфирьевич, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăх çыруçи,
Плотников Николай Аексеевич, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн лаборанчĕ,
Савин Сергей Михайлович, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн ректорĕ.

Вернуться назад