Чувашский государственный институт гуманитарных наук > Новости > «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ — 2017» акцин йӗркелӳ комитечӗ мероприятин кӑҫалхи сӑн-сӑпатне ҫирӗплетрӗ

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ — 2017» акцин йӗркелӳ комитечӗ мероприятин кӑҫалхи сӑн-сӑпатне ҫирӗплетрӗ

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ — 2017» акцин йӗркелӳ комитечӗ  мероприятин кӑҫалхи сӑн-сӑпатне ҫирӗплетрӗӖнер Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ — 2017» акцин йӗркелӳ комитечӗ ҫак мероприятин кӑҫалхи сӑн-сӑпатне ҫирӗплетрӗ. Акци сӑн-сӑпачӗ пулма Наци радиовӗн дикторӗ Мария Самделова тивӗҫ тесе йышӑнчӗҫ. Комитет ларӑвне пикен виҫӗ сӑнӳкерчӗкне тӑратнӑ. Акци йӗркелӳҫисене вӗсенчен пӗри те 100 проценчӗпех тивӗҫтереймерӗ-ха. Ҫавӑнпа та вӗсем урӑхларах сӑнӳкерчӗк ыйтса илме йышӑнчӗҫ.

«Тӑван радио» тата Наци радиовӗнче диктант текстне тӳрӗ эфирта вулама та Мария Самделована шанчӗҫ. Комитет пайташӗсем пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, «Ирхи кӑмӑл» радиокӑларӑма ертсе пыракан ҫак пике уҫӑ сасӑллӑ, дикцийӗ аван, ҫынсен унӑн сассине пӗлеҫҫӗ.

Диктант тексчӗ валли Геннадий Волков этнопедагогӑн калавӗсенчен пӗрне суйларӗҫ.

Чӑваш чӗлхине пӗлнине тӗрӗслес текенсем ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 13 сехетре Шупашкарти И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетне, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне, Чӑваш Республикин вӗренӳ институтне, Шупашкарти Н.В. Никольский ячӗллӗ професси колледжне ҫитме пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне районсенче те диктант ҫырӗҫ. Радиоэфирта та диктант текстне ҫав кун кӑнтӑрла иртни пӗр сехетре вулӗҫ.

Мария Самделова пирки ЧПУ сайтĕнче тĕплĕнрех вулăр: 2017-мĕш çулта иртекен «Пĕтĕм чăваш диктанчĕн» сăн-сăпачĕ – И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студентки Мария Самделова

Вернуться назад