Чувашский государственный институт гуманитарных наук > Новости > Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ диктант тексчĕн конкурсне пĕтĕмлетрĕ

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ диктант тексчĕн конкурсне пĕтĕмлетрĕ

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ диктант тексчĕн конкурсне пĕтĕмлетрĕЧăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ диктант тексчĕн конкурсне ирттерчĕ. Иртнĕ çулсенчи диктант тексчĕсене:
2013 çулта Ҫеҫпӗл Мишши, Нестер Янкас, Фатых Карим ячӗллӗ премисен лауреачӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер хатĕрленĕ,
2014 çулта ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш патшалăх премийĕн лауреачĕ Марина Карягина тележурналист çырнă,
2015 çулта чăвашсен паллă прозаикĕ Леонид Маяксем çырни тăрăх („Асран кайми кун“) хатĕрленĕччĕ.
2016 çулта - чăваш халăх писателĕ А. Артемьев çырнă «Çăкăр хакĕ» повесть (Шупашкар, 1977 çул) сыпăкĕ тăрăх хатĕрленĕ ĕçе суйласа илнĕ.
2017 çулхи конкурса çак ĕçсене тăратнă:
а) Чернова Елена Леонидовна, Шупашкар хулин 59-мĕш вăтам шкулĕнчи чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен, Г.Н.Волков çырнă «Аçу-аннÿ яланах хисепре пултăр» калава сĕннĕ;
ă) Кузнецова Надежда Михайловна, Шупашкар хулин 60-мĕш вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен, Г.Н.Волков çырнă «Ӑслă ача» калава сĕннĕ.
Йĕркелÿ комиссийĕ ĕçсене тишкерсе тухса "Ăслă ача" хайлава суйласа илнĕ.
Çапла майпа, 2017 çулта тĕнчипе паллă педагог, вĕрентекен, шухăшлавçă Г.Н. Волков академик çырнă «Ăслă ача» хайлава тĕпе хурса йĕркеленĕ текст пулĕ. Çакна каласа хăвармалла: диктант тексчĕ оригиналтан предложенисен тытăмĕпе, чарăну паллисен, тÿрĕ пуплевсен йĕркипе нумай улшăнса тăрĕ. Сăмах май, кăçал Г.Н. Волков çуралнăранпа 90 çул çитет. Кăçалхи диктант, çапла майпа, Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа анчах мар, Геннадий Никандрович çуралнăранпа 90 çул çитнине те асра тытса иртĕ.

Вернуться назад