Чувашский государственный институт гуманитарных наук > Новости > Чӑваш чӗлхи кунне халалласа

Чӑваш чӗлхи кунне халалласа

Чӑваш чӗлхи кунне халалласаӖнер Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Чӑваш наци вулавӑшӗ ҫывӑхӗнчи И.Я.Яковлев палӑкӗ умӗнче митинг-концерт иртрӗ. Ӑна ЧР Профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗ, Елена Светлая ҫыравҫӑ, «Нарспи» клуб ертӳҫи Лидия Константинова йӗркеленӗ , - пӗлтерет "Чӑваш халӑх сайчӗ".
Уяв «Нарспи» юрӑпа ташӑ ансамблӗпе «Сарпике» ташӑ ушкӑнӗн театрланӑ постановкипе пуҫланнӑ. Композицин тӗп шухӑшӗ — хӑйӗн историне пӗлекен халӑх вӑйлӑ пулни.
Митингра ЧР культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов, «Хыпар» Издательство ҫурчӗн директорӗ-тӗп редакторӗ Татьяна Вашуркина, ЧР Профессионал писательсен председателӗ Геннадий Максимов, Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер тата ыттисем тухса калаҫнӑ.
Митинга пухӑннисем Иван Яковлевӑн Халалне итленӗ. Унӑн палӑкӗ умне чечексем хунӑ. Юлашкинчен Чӑваш чӗлхине уявне килнисем вӑйӑ картине тӑнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuvash.org/news/15628.html

Вернуться назад