Чувашский государственный институт гуманитарных наук > Новости > МУСКАВРИ М.В.ЛОМОНОСОВ ЯЧĔЛЛĔ ПАТШАЛĂХ УНИВЕРСИТЕЧĔ ЧĂВАШ ТУМĔПЕ ПАЛЛАШРĔ

МУСКАВРИ М.В.ЛОМОНОСОВ ЯЧĔЛЛĔ ПАТШАЛĂХ УНИВЕРСИТЕЧĔ ЧĂВАШ ТУМĔПЕ ПАЛЛАШРĔ

Кăçалхи ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа Мускаври М.В.Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университечĕн ректорĕ Виктор Садовничий пĕрле туслă ĕçлесси çинчен ятарлă килĕшÿ тунăччĕ.

Çак килĕшĕве пурнăçа кĕртсе темелле, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Мускав университечĕ Чăваш патшалăх культурăпа ÿнер институчĕн студенчĕсене хăнана чĕнчĕ. Кунта "МГУ студенчĕсен çуркунне-2017" йăлана кĕнĕ фестивалĕн гала-концерчĕ иртрĕ.

ЧНК ал-ĕç ăстисен ассоциацийĕн ертÿçи, Шупашкарти культурăпа ÿнер институчĕн доценчĕ Зинаида Воронова хатĕрленĕ "Аваллăх эрешĕсем" чăваш халăх тумĕн коллекцине студентсем Мускав университечĕн пысăк залĕнче кăтартрĕç.

Чăваш Республикин Раççей Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ элчи Юрий Акиньшин М.В.Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университечĕн ертÿлĕхне чăваш культурипе кăсакланнăшăн, туслăн ĕçлеме кăмал тунăшăн тав турĕ.МУСКАВРИ М.В.ЛОМОНОСОВ ЯЧĔЛЛĔ ПАТШАЛĂХ УНИВЕРСИТЕЧĔ ЧĂВАШ ТУМĔПЕ ПАЛЛАШРĔ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/961.html

Вернуться назад