Институт
Устав института
 
Администрация
 
Наши сотрудники
 
Директоры института
 
Новые издания
 
Известные чуваши, проживающие за пределами республики
 
Научная библиотека
 
Научный архив
Навигация
О нас говорят
 
Чувашский гуманитарный вестник
 
Чувашская энциклопедия
 
Сотрудники института - ветераны Великой Отечественной войны
 
Сайты-партнеры
 
Реквизиты
Календарь
«    Май 2021    »
ПнВтСрЧтПтСбВс
 
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
 
Опрос

Архив
Август 2017 (2)
Май 2017 (23)
Апрель 2017 (58)
Март 2017 (39)
Февраль 2017 (42)
Январь 2017 (17)

Ссылки

Официальный портал органов власти ЧР

Министерство образования РФ

Российский гуманитарный научный фонд

Высшая аттестационная комиссия

Портал органов СМИ ЧР

Чувашское книжное издательство

 
Внимание! Вы находитесь на старой версии сайта. Новая версия тут.
Чувашский государственный институт гуманитарных наук » Василий Воробьев ҫуралнǎранпа 130 ҫул тултарнǎ май
Василий Воробьев ҫуралнǎранпа 130 ҫул тултарнǎ май
Категория: ---, Дата: 14.04.2017, 16:29, Просмотров: (358)
Василий Петрович Воробьев ҫуралнǎранпа 130 ҫул тултарнǎ май Эльпуҫĕнчи культура ҫуртĕнче пысǎк уяв иртрĕ.
Василий Петрович Воробьев паллǎ юрǎҫ – композитор, хор дирижёрĕ, хǎйĕн пултарулǎх ĕҫне Чǎваш Патшалǎх хорĕ – хальхи юрǎпа ташǎ ансамблĕпе ҫыхǎнтарнǎ. Вǎл 1887 ҫулта Тǎвай районĕнчи Эльпуҫ ялĕнче чухǎн - хресчен ҫемьинче ҫуралса ӳснĕ (Хусан кĕпĕрнинчи Çĕрпӳ уездне кĕнĕ).

Ачаранах юрǎ – кĕвĕ хайлавĕсемпе вĕсен илемлĕхĕпе кǎсǎкланнǎ тата юрланǎ. Чǎваш юррисем уншǎн яланах ҫывǎх пулнǎ. Илемлĕ сасǎ тата унǎн музыка туйǎмĕ пысǎк пулнǎ май, юратнǎ тǎван ял ҫинчен юрǎсем юрлама юратнǎ.

Юрǎсем юрлани, ятарласа хатĕрленмесĕр кĕвĕсене лайǎх тата пуринчен те ытла ҫутǎ туйǎмсем кĕртни хǎйне май савǎнǎҫ кӳнĕ, пултарулǎх сул - йĕрĕ патне ǎнтǎлма пулǎшнǎ.

Каникулсенче тата урǎх канмалли кунсенче вăл май килнĕ таран ялта пулма тǎрǎшнǎ.

Василий Петрович ялан савǎнǎҫлǎ, хаваслǎ ҫын пулнǎ. Çамрǎксен улахĕсене хутшǎннǎ, ҫав тери хитре ташланǎ вǎл, шӳтлеме, юрлама юратнǎ. Ялти ҫамрăксен хушшинче авторитетлǎ яш пулнǎ. Вǎл вǎхǎтра вĕреннĕ ҫынсем ялсенче сахал пулнǎ.

Эльпуҫ ял халǎхĕ хӳхĕм ҫутҫанталǎкпа, ҫавǎн пекех хамăр ял илемĕпе мухтанма пултарать. Чи пахи пирĕншĕн Василий Петрович Воробьев, юрǎ – кĕвĕ искусствисен маҫтǎрĕ тата унǎн ывǎлĕ Геннадий.

Василий Петрович Воробьев 130 ҫул тултарнǎ май Эльпуҫĕнчи культура ҫуртĕнче пысǎк уяв иртрĕ. Уява Михаил Кондратьев - музыковедени специалисчĕ, Чǎваш патшалǎх гуманитари ǎслǎлǎхĕсен институчĕн сотрудникĕ, «Композиторы Воробьевы» кĕнеке авторĕ. Николай Казаков– Чǎваш Патшалǎх филармонийĕн директорĕ, Юрий Васильев – юрǎпа ташǎ ансамблĕн ертӳҫи, район администрацийĕн пуҫлǎхĕ Владимир Ванерке, Эльпуҫ ял тǎрǎхĕн пуҫлǎхĕ Александр Гаврилов, строительство, ҫул – йĕр, пурǎнмалли ҫурт – йĕрпе комуналлǎ хуҫалǎх ĕҫĕсен пай начальникĕ Тамара Дьяконова тата Анатолий Кириллов – ЧНК Тăвай район уйрăмĕн ертӳçи, Чăваш Ресмпубликинчи композиторсен ассоциации членĕ хутшǎннǎ.

Чǎваш Патшалǎх юрǎпа ташǎ ансамблĕн концерчĕ курма килнĕ ҫынсене ҫав тери килĕшрĕ. Шупашкартан килнĕ хǎнасем Воробьев пурнǎҫĕпе, ĕҫĕ- хĕлĕпе паллаштарчĕҫ. Эльпуҫĕнчи культура ĕҫченĕсем кĕнеке, ал ĕҫ выставкисем йĕркеленĕ, «Юрǎ сунталĕ умĕнче» стенд тата «В.П.Воробьев пурнǎҫĕпе ĕҫĕ – хĕлĕ» презентаци куравĕ хатĕрленĕ.
 
2010 © При использовании материалов сайта ссылка на http://www.chgign.ru обязательна