Чувашский государственный институт гуманитарных наук > Новости > Кузьма Васильевич ЭЛЛЕ çуралнăранпа 120 çул çитнĕ май
Кузьма Васильевич ЭЛЛЕ çуралнăранпа 120 çул çитнĕ май |
[/size][/color]
![]() Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ăслăлăх архивĕн мулĕ пурĕ 15 пин ытла управ единицинчен тăрать. Çав шутра уйрăм çынсен харпăр архивĕсем те пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Паллӑ чӑваш тӗпчевҫин, этнографӗн, историкӗн, педагогӗн, халăх пултарулăхне пухаканĕн, истори наукисен кандидачӗн Кузьма Васильевич Эллен мĕн пур пичетленмен эткерĕ те ЧПГĂИ ăслăлăх архивĕнче упранать. Вăл чăвашсен историйĕпе, этнографийĕпе, фольклорĕпе, археологийĕпе çыхăннă алçырусенчен тăрать. Кунтах Чăваш Республикинчи ялсем пуçланса кайни пирки калакан халапсемпе, тĕрлĕ чиркÿсен летопиçĕсемпе, чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе, пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, медицинипе çыхăннă материалсемпе, халăх сăмахлăхĕн (ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем, тупмалли юмахсем, сăнавсем, юмахсем, юрăсем) çĕр-çĕр тексчĕпе паллашма май пур. К.В. Элле археологипе кăсăкланнă, археологи шыравĕсене те хутшăннă. Унăн архивĕнче тĕрлĕ археологи палăкĕсене (чӳк, киремет, кивĕ масар вырăнĕсем, йăласемпе çыхăннă ытти тăрăхсем) палăртса хăварнă алçырусене те тупма пулать. К.В. Эллен харпăр архивĕ института 1975 ç. килсе çитнĕ, ăна мăшарĕ Таисия Петровна Элле управа панă. Алçырусен тĕп пайĕ I уйрăмра упранать, пурĕ 100 управ единици архив фондне пуянлатать (I уйрăм, 562–651, 856–861 упр. ед.). ![]() Ялти земство шкулĕнче, Тăвайри икĕ класлă училищĕре, Гурий святитель тăванлăх шкулĕнче, Хусанти учительсен семинарийĕнче, педагогика институтĕнче вĕреннĕ. 1917–1921 çç. граждан вăрçине хутшăннă, Колчака хирĕç çапăçнă. 1922–1930 çç. тĕрлĕ шкулта, педтехникумра ачасене вĕрентнĕ. Каярах виçĕ çул Ленинградра аспирантурăра пĕлĕвне ӳстернĕ. 1933–1935 çç. – Чăваш ăслăлăх тĕпчев институчĕн аслă ăслăлăх ĕçченĕ, институт вулавăшĕн пуçлăхĕ. 1942 ç. кандидат диссертацине ăнăçлă хӳтĕленĕ. 1937 çултан пуçласа мĕн виличченех К.В. Элле СССРти тĕрлĕ вĕренӳ заведенийĕнче, çав шутра Одессăри педагогика, Артемьевскри вĕрентекенсен, Гомельри педагогика институтĕсенче аслă преподавательте, доцентра, кафедра заведующийĕнче ĕçленĕ. 1974 çулта Гомель хулинче çĕре кĕнĕ. К.В. Элле сăн ÿкерчĕкне çакăнтан илнĕ: http://www.archives21.ru/home/archiv_chuva...1/1101/Elle.htm Вернуться назад |