Институт
Устав института
 
Администрация
 
Наши сотрудники
 
Директоры института
 
Новые издания
 
Известные чуваши, проживающие за пределами республики
 
Научная библиотека
 
Научный архив
Навигация
О нас говорят
 
Чувашский гуманитарный вестник
 
Чувашская энциклопедия
 
Сотрудники института - ветераны Великой Отечественной войны
 
Сайты-партнеры
 
Реквизиты
Календарь
«    Апрель 2024    »
ПнВтСрЧтПтСбВс
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
 
Опрос

Архив
Август 2017 (2)
Май 2017 (23)
Апрель 2017 (58)
Март 2017 (39)
Февраль 2017 (42)
Январь 2017 (17)

Ссылки

Официальный портал органов власти ЧР

Министерство образования РФ

Российский гуманитарный научный фонд

Высшая аттестационная комиссия

Портал органов СМИ ЧР

Чувашское книжное издательство

 
Внимание! Вы находитесь на старой версии сайта. Новая версия тут.
Чувашский государственный институт гуманитарных наук » Новости » Кузьма Васильевич ЭЛЛЕ çуралнăранпа 120 çул çитнĕ май
Кузьма Васильевич ЭЛЛЕ çуралнăранпа 120 çул çитнĕ май
Категория: Новости, Дата: 25.11.2016, 17:27, Просмотров: (840)
[/size][/color]Кузьма Васильевич ЭЛЛЕ çуралнăранпа 120 çул çитнĕ май

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ăслăлăх архивĕн мулĕ пурĕ 15 пин ытла управ единицинчен тăрать. Çав шутра уйрăм çынсен харпăр архивĕсем те пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ.
Паллӑ чӑваш тӗпчевҫин, этнографӗн, историкӗн, педагогӗн, халăх пултарулăхне пухаканĕн, истори наукисен кандидачӗн Кузьма Васильевич Эллен мĕн пур пичетленмен эткерĕ те ЧПГĂИ ăслăлăх архивĕнче упранать. Вăл чăвашсен историйĕпе, этнографийĕпе, фольклорĕпе, археологийĕпе çыхăннă алçырусенчен тăрать. Кунтах Чăваш Республикинчи ялсем пуçланса кайни пирки калакан халапсемпе, тĕрлĕ чиркÿсен летопиçĕсемпе, чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе, пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, медицинипе çыхăннă материалсемпе, халăх сăмахлăхĕн (ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем, тупмалли юмахсем, сăнавсем, юмахсем, юрăсем) çĕр-çĕр тексчĕпе паллашма май пур. К.В. Элле археологипе кăсăкланнă, археологи шыравĕсене те хутшăннă. Унăн архивĕнче тĕрлĕ археологи палăкĕсене (чӳк, киремет, кивĕ масар вырăнĕсем, йăласемпе çыхăннă ытти тăрăхсем) палăртса хăварнă алçырусене те тупма пулать.
К.В. Эллен харпăр архивĕ института 1975 ç. килсе çитнĕ, ăна мăшарĕ Таисия Петровна Элле управа панă. Алçырусен тĕп пайĕ I уйрăмра упранать, пурĕ 100 управ единици архив фондне пуянлатать (I уйрăм, 562–651, 856–861 упр. ед.).

Кузьма Васильевич ЭЛЛЕ çуралнăранпа 120 çул çитнĕ майК.В. Элле 1896 çулхи чӳкĕн 1-мĕшĕнче Хусан кĕпернине кĕрекен Çĕрпӳ уесĕнчи Кивĕ Шăхальте (халĕ Вăрмар районĕнчи Шăхаль ялĕ) çуралнă.
Ялти земство шкулĕнче, Тăвайри икĕ класлă училищĕре, Гурий святитель тăванлăх шкулĕнче, Хусанти учительсен семинарийĕнче, педагогика институтĕнче вĕреннĕ. 1917–1921 çç. граждан вăрçине хутшăннă, Колчака хирĕç çапăçнă. 1922–1930 çç. тĕрлĕ шкулта, педтехникумра ачасене вĕрентнĕ. Каярах виçĕ çул Ленинградра аспирантурăра пĕлĕвне ӳстернĕ. 1933–1935 çç. – Чăваш ăслăлăх тĕпчев институчĕн аслă ăслăлăх ĕçченĕ, институт вулавăшĕн пуçлăхĕ. 1942 ç. кандидат диссертацине ăнăçлă хӳтĕленĕ.
1937 çултан пуçласа мĕн виличченех К.В. Элле СССРти тĕрлĕ вĕренӳ заведенийĕнче, çав шутра Одессăри педагогика, Артемьевскри вĕрентекенсен, Гомельри педагогика институтĕсенче аслă преподавательте, доцентра, кафедра заведующийĕнче ĕçленĕ.
1974 çулта Гомель хулинче çĕре кĕнĕ.

К.В. Элле сăн ÿкерчĕкне çакăнтан илнĕ:
http://www.archives21.ru/home/archiv_chuva...1/1101/Elle.htm
 
2010 © При использовании материалов сайта ссылка на http://www.chgign.ru обязательна