"ПĔТĔМ ЧĂВАШ ДИКТАНЧĔ - 2014" акцин сăн-сăпачĕ - АЛИСА АХАХПИ
Категория: Новости,
Дата: 22.05.2014, 14:29,
Просмотров: (1497)
"ПĔТĔМ ЧĂВАШ ДИКТАНЧĔ - 2014" акцин сăн-сăпачĕ АЛИСА АХАХПИ |
ПĔТĔМ ЧĂВАШ ДИКТАНЧĔ - 2014
Категория: Новости,
Дата: 22.05.2014, 08:56,
Просмотров: (3037)
ÇУ УЙĂХĔН 22-МĔШĔНЧЕ, КĔÇНЕРНИ КУН, ÇĔНТЕРŸÇĔСЕНЕ ПАРНЕСЕМ ПАРСА ЧЫСЛАРĂМĂР. «ТĂВАТТĂПА» «ПИЛЛĔК» ХУШШИНЧИ ПАЛЛĂ ИЛНĔ ДИКТАНТ ÇЫРАКАНСЕНЕ СЕРТИФИКАТСЕМ ПАРСА ХАВХАЛАНТАРТĂМĂР. ЧЫСЛАВ ИККĔМĔШ ХУТРИ ЛАРУ ЗАЛĔНЧЕ ИРТРĔ. МАТТУР ЧĂВАШ ХĔРĔ-ЫВĂЛНЕ САЛАМЛАМА ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИ ПУÇЛĂХĔН МĂШĂРĔ ЛАРИСА ЮРЬЕВНА ИГНАТЬЕВА, "ЧĂВАШ ПИКИ - 2013" КОНКУРС ÇĔНТЕРŸÇИ АЛИСА ЧАЙНИКОВА (ВĂЛ - "ПĔТĔМ ЧĂВАШ ДИКТАНЧĔ - 2014" АКЦИН СĂН-СĂПАЧĔ), ЧĂВАШ НАЦИ ТЕЛЕВИДЕНИЙĔПЕ РАДИОВĔН ПУÇЛĂХĔ АЛЕКСАНДР НИКОЛАЕВИЧ МАГАРИН, Н.В.НИКОЛЬСКИЙ ЯЧĔЛЛĔ ШУПАШКАРТИ ПЕДАГОГИКА КОЛЛЕДЖĔН ДИРЕКТОРĔ ВАЛЕРИЙ НИКОЛАЕВИЧ САПОЖНИКОВ, ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ВĔРЕНŸ ИНСТИТУЧĔН РЕКТОРĔ ЕЛИЗАВЕТА ВАСИЛЬЕВНА КАЗАКОВА, ЧĂВАШ ХАЛĂХ ПОЭЧĔ ЮРИЙ СЕМЕНТЕР, КĂÇАЛХИ ДИКТАНТ ТЕКСТЧĔН АВТОРĔ МАРИНА КАРЯГИНА ПОЭТ ТАТА ТЕЛЕЖУРНАЛИСТ, КŸКЕÇРИ КУЛЬТУРĂПА КАНУ ÇУРТĔНЧИ "ФЕЕРИЯ" ВОКАЛ СТУДИЙĔН (ЕРТŸÇИ - О.В. САКСОНСКАЯ) ÇАМРĂК ЮРĂÇИСЕМ АНЯ АНДРЕЕВА, АННА ОКЛИКОВА ТАТА НАСТЯ ИВАНОВА (ВИÇÇĔШĔ ТЕ - ПĔТĔМ ТĔНЧЕРИ ТĔРЛĔ КОНКУРС ЛАУРЕАЧĔСЕМ), ЧĂВАШ НАЦИ КОНГРЕСĔН ВИЦЕ-ПРЕЗИДЕНЧĔ ВЛАДИМИР АЛЕКСАНДРОВИЧ ИВАНОВ ПРОФЕССОР (ВĂЛ "АЛРАН КАЙМИ АКИ-СУХИ..." ЮРРА ШĂРАНТАРЧĔ) ТАТА ЫТТИ ПАЛЛĂ ÇЫНСЕМ ХУТШĂНЧĔÇ. ПĔРРЕМĔШ ХУТРА ИНСТИТУТ КĔНЕКИСЕН КУРАВĔ, ИККĔМĔШ ХУТРА "ТĔРĔ ТĔНЧИ" ЧĂВАШ ТĔРРИ КЛУБĔН (ЕРТŸÇИ - Н.М. КУЗНЕЦОВА) ХАСТАРĔСЕМ ТĔРЛЕНĔ ĔÇСЕН КУРАВĔ ĔÇЛЕРĔÇ.Диктант çырнă хисеплĕ çыннăмăрсем! Текстсене тĕрĕслесе тухрăмăр. Хăвăр çырнă ĕçсене хăвăрах пăхса хаклама пултаратăр, диктант текстне вырнаçтартăмăр. "5", "5"-пе "4" хушшинчи паллă тата "4" илнĕ çынсен ятне, ашшĕ ятне, хушаматне е вăрттăн ятсене наборласа сайта вырнаçтартăмăр."ПĔТĔМ ЧĂВАШ ДИКТАНЧĔ - 2014" акцин сăн-сăпачĕ - АЛИСА АХАХПИДиктант пирки вуламалли каçăсем: Наци телевиденийĕ. Пĕтĕм чăваш диктанчĕ -2014Чăваш чĕлхи: «Пĕтĕм чăваш диктанчĕн» элемне Праски Витти хатĕрленĕЧăваш чĕлхи: Пĕрлехи диктант мĕнле пулмалла? Новости » Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2014Актуально » Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2014 |
2014 çулхи çу уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ
Категория: Новости,
Дата: 14.05.2014, 09:33,
Просмотров: (1293)
Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ 2014 çулхи çу уйăхĕн 16-мĕшĕнче иртрĕ. Комисси пайташĕсем Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхсен институчĕн Ăслăлăх канашĕн залĕнче пухăнса çак ыйтусене пăхса тухрĕç: 1. Чĕлхе комиссийĕн 2014 çулхи ĕç планне çирĕплетесси. 2. Пĕтĕмĕшле чăваш диктантне йĕркелесе ирттернине пĕтĕмлетесси тата малашлăх валли сĕнÿсем хатĕрлесси. 3. Орфографипе çыхăннă хирĕçÿлĕхрен хăтăлмалли çул-йĕре палăртасси. (Чĕлхеçĕсем хатĕрленĕ çырупа кунта паллашма пулать: orfografi-pravilisem-pirki-hurav.doc [87 Kb] (cкачиваний: 103); orfografi-pravilisem-pirki-hurav.pdf [184.6 Kb] (cкачиваний: 86)) 4. Г.И. Федоров хатĕрленĕ «Чăваш фразеологийĕн ăнлантару словарĕн» ал çырăвне сÿтсе явса пичете сĕнесси. 5. Тĕрлĕрен. |