2014 çулхи çу уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ
Категория: Новости,
Дата: 14.05.2014, 09:33,
Просмотров: (1251)
Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ 2014 çулхи çу уйăхĕн 16-мĕшĕнче иртрĕ. Комисси пайташĕсем Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхсен институчĕн Ăслăлăх канашĕн залĕнче пухăнса çак ыйтусене пăхса тухрĕç: 1. Чĕлхе комиссийĕн 2014 çулхи ĕç планне çирĕплетесси. 2. Пĕтĕмĕшле чăваш диктантне йĕркелесе ирттернине пĕтĕмлетесси тата малашлăх валли сĕнÿсем хатĕрлесси. 3. Орфографипе çыхăннă хирĕçÿлĕхрен хăтăлмалли çул-йĕре палăртасси. (Чĕлхеçĕсем хатĕрленĕ çырупа кунта паллашма пулать: orfografi-pravilisem-pirki-hurav.doc [87 Kb] (cкачиваний: 101); orfografi-pravilisem-pirki-hurav.pdf [184.6 Kb] (cкачиваний: 84)) 4. Г.И. Федоров хатĕрленĕ «Чăваш фразеологийĕн ăнлантару словарĕн» ал çырăвне сÿтсе явса пичете сĕнесси. 5. Тĕрлĕрен. |