Чувашский государственный институт гуманитарных наук > Мероприятия > «Кайăк-кĕшĕкĕн чăвашла ячĕсене танлаштаруллă-историллĕ тĕпчесе пăхни» электронлă ăслăлăх кăларăмĕн хăтлавне йыхравлатпăр

«Кайăк-кĕшĕкĕн чăвашла ячĕсене танлаштаруллă-историллĕ тĕпчесе пăхни» электронлă ăслăлăх кăларăмĕн хăтлавне йыхравлатпăр

2017 çулхи ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн аслăлăх канашĕн залĕнче 15 сехетре Л.П. Петров хатĕрлесе кăларнă «Кайăк-кĕшĕкĕн чăвашла ячĕсене танлаштаруллă-историллĕ тĕпчесе пăхни» электронлă ăслăлăх кăларăмĕн хăтлавĕ иртет.
Тухса калаçакансем çаксем пулаççĕ:

• Краснов Пётр Степанович, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ
• Исаев Юрий Николаевич, Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ
• Иванова Алёна Михайловна, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн деканĕ;
• Егоров Николай Иванович, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн филологи енĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ
• Соловьева Галина Павловна, Чăваш Республикин наци библиотекин «Чăваш кĕнеки» центрĕн пуçлăхĕ
• Кузнецов Александр Валерьянович, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн филологи енĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ
• Егорова Анна Семёновна, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн филологи кафедрин доценчĕ
• Дегтярёв Геннадий Анатольевич, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн филологи енĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ
• Денисова Татьяна Витальевна, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш чĕлхипе литература кафедрин пуçлăхĕ
• Кервен Василий Гаврилович, «Тăван Атăл» журналăн тĕп редакторĕ

Вернуться назад