«Кайăк-кĕшĕкĕн чăвашла ячĕсене танлаштаруллă-историллĕ тĕпчесе пăхни» электронлă ăслăлăх кăларăмĕн хăтлавне йыхравлатпăр
Категория: Мероприятия,
Дата: 18.04.2017, 14:55,
Просмотров: (695)
2017 çулхи ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн аслăлăх канашĕн залĕнче 15 сехетре Л.П. Петров хатĕрлесе кăларнă «Кайăк-кĕшĕкĕн чăвашла ячĕсене танлаштаруллă-историллĕ тĕпчесе пăхни» электронлă ăслăлăх кăларăмĕн хăтлавĕ иртет. Тухса калаçакансем çаксем пулаççĕ:
• Краснов Пётр Степанович, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ • Исаев Юрий Николаевич, Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ • Иванова Алёна Михайловна, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн деканĕ; • Егоров Николай Иванович, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн филологи енĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ • Соловьева Галина Павловна, Чăваш Республикин наци библиотекин «Чăваш кĕнеки» центрĕн пуçлăхĕ • Кузнецов Александр Валерьянович, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн филологи енĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ • Егорова Анна Семёновна, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн филологи кафедрин доценчĕ • Дегтярёв Геннадий Анатольевич, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн филологи енĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ • Денисова Татьяна Витальевна, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш чĕлхипе литература кафедрин пуçлăхĕ • Кервен Василий Гаврилович, «Тăван Атăл» журналăн тĕп редакторĕ |
|